Кĕлĕмкасси ялĕн хастарĕсем çул хĕррипе ашкăрса ÿсекен йывăç-тĕм хунавĕсене тасатма йышăннă.
Пуçаруллă ушкăн аллисене бензопăчкăсемпе триммерсем тытса ĕçе пикеннĕ. Пĕрлехи вăйпа палăртнă ĕçе пурнăçлама май килнĕ. Кĕлĕмкассине пырса кĕрекен çулăн хĕррисем таса пулни таçтанах палăрать. Ялтан тухакан водительсем те аслă çул çинчи лару-тăрăва халĕ инçе çĕртеренех курса хаклама пултараççĕ. Ку вара çул-йĕр хăрушсăрлăхне самай ÿстерет.
Чи йывăр ĕç арçынсем çине тиеннĕ. Валерий Никоновпа Николай Григорьев хăйсен хастарлăхĕпе, тăрăшулăхĕпе ыттисене те хавхалантарнă.
Тăван ял тавралăхĕ илемлĕрех, хăрушсăртарах пултăр тесе никам хушмасăр, хăйсен кăмăлĕпе тăрăшакансем пуррипех чăваш ялĕсен урамĕсем таса та тирпейлĕ курăнаççĕ. Тасалăх, хăтлăх чи малтан вырăнтисене пăшăрхантармалла, ют ялта-хулара пурăнакансем килсе тирпей-илем туса парас çук. Çакна кĕлĕмкассисем лайăх пĕлеççĕ, тăван ялăн пур кĕтесĕ те куçа савăнтартăр тесе тимлесех тăраççĕ.
Анна Евграфова
Июль 2025 |