НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Кашни проект пĕлтерĕшлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 04.07.2025, 13:26 Просмотров: 823

Юлашки 5 çулта пуçаруллă бюджет мелĕпе ял-саласенче пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă 201 проекта пурнăçа кĕртнĕ, вĕсене валли пурĕ 116 млн тенкĕ тăкакланă.

Кăçалхи çул Йĕпреç тăрăхĕнче 70 проект пурнăçланĕ. Вĕсен шутĕнче:

- çул сарма 40 проект йышăннă (41,7 млн тенкĕ);

- шыв пăрăхĕсене юсама тата пусăсем чавма 8 проекта ырланă (6 млн тенкĕ);

- 11 проектпа килĕш\ллĕн пĕвесене тасатмалла (5,1 млн тенкĕ);

- ял хутлăхĕсене хăтлăлатма 6 проекта «симĕс çутă» панă (8 млн тенкĕ);

- ача-пăча валли вăйă картисем тата спорт площадкисем тума (кунтах ача сачĕн тăррине витме йышăннă пĕр проект кĕнĕ) 5 проект пурнăçлĕç (9,1 млн тенкĕ).

Паянхи куна çÿлерех асăннă проектсенчен 33-шĕ пурнăçа кĕнĕ те ĕнтĕ.

«Халăх ыйтăвĕсене татса пама пулăшакан кашни проект питĕ пĕлтерĕшлĕ», - палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1