Çĕнĕ Пурнăç поселокĕнче пурăнакан Владимир Ивановичпа Лидия Викторовна Терентьевсем хаваслă пулăмпа уяв сĕтелĕ янтăланă - телейлĕ мăшăр ылтăн туй кĕрлеттерчĕ.
Паллах уява чи çывăххисем килсе çитнĕ, юбилярсен савăнăçне ывăлĕсем, мăнукĕсем пĕрле пайланă.
Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар теççĕ. Кун-çулăн сукмакĕ çинче тем тĕрлĕ кукăр-макăр та пулать. Шанчăклă та савнă мăшăр юнашар пулни пысăк телей, иккĕн темле йывăрлăха та парăнтарма çăмăлрах. Çапла кунран кун Терентьевсем савăнăçне те, хуйхи-суйхине те çурмалла пайласа пурнăç лавне малалла туртса пынă. Вăхăт калама çук хăвăрт шăвать. Утса тухнă сукмак çине çаврăнса пăхнă май, вĕсем хăйсем те тĕлĕнеççĕ: пĕрлешнĕренпе 50 çул та хыçа юлнă-çке... Вăхăт иртни кулянтарать пулин те, Владимир Ивановичпа Лидия Викторовна пĕрле ирттернĕ пĕр куншăн та ÿкĕнмеççĕ.
Мăшăр виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсене ура çине тăратма вăй çитернĕ. Виççĕшĕ те ашшĕ-амăшĕн шанăçне тÿрре кăларнă. Ултă мăнукĕ аслашшĕпе асламăшĕ патĕнче час-часах хăнара пулма тăрăшаççĕ, вĕсемпе калаçса ватăсем чунтан савăнаççĕ, улттăшĕпе те мухтанаççĕ.
Терентьевсене ылтăн туй ячĕпе Березовка территори пайĕн пуçлăхĕ Сергей Никифоров саламланă. «Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх эсир. Сирĕн пек çирĕп çемье çавăрса ĕмĕре пĕрле ирттерекен мăшăрсем нумайрах пулччăр. Сире çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, тулли телей, юратупа çураçу сунатăп. Ачасемпе мăнуксем савăнтарсах тăччăр», - тенĕ пуçлăх юбилярсене парнесемпе чысланă май.
Анна Михайлова
Июль 2025 |