Кĕлĕмкасси шкулĕнче вĕренекен Туçари шăпăрлансем çуллахи каникула усăллă ирттерме шутланă. Ялти клубра хÿтĕлев пĕркенчĕкĕсем çыхнине тахçанах пĕлеççĕ ĕнтĕ вĕсем, анчах ниепле те пулăшу пама вăхăт халиччен çитеймен. Каникулта вара тем туса ĕлкĕрме те пулать.
Çĕршыва хÿтĕлекенсене пулăшасси паянхи кун пĕрремĕш вырăнта пулнине ачасем те аванах туяççĕ. Çавăнпа та çак пархатарлă ĕçе хăйсен тÿпине хывас тĕллевпе çамрăксем ялти культура çуртне çул тытнă.
Кашни кунах хăйсен ăсталăхне туптакан волонтерсем шкул ачисене хаваспах кĕтсе илнĕ – ара, маскировка хатĕрĕсем çыхакан точкăсенче çуллахи вăхăтра çын çитменни тахçанах сисĕнет. Валентина Убасьникова вĕрентнипе ачасем пĕтĕм вăрттăнлăхсене кĕске вăхăтрах алла илнĕ. «Çамрăксем çак ĕçе хутшăнни савăнтарать, малалла та пулăшăсса шансах тăратпăр. Каникулта кăна мар, вĕренÿ вăхăтĕнче килсен те аван пулмалла», - савăнăçне пытармасть ялти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ираида Ильина.
Пĕркенчĕк çыхма çÿрекенсем Аннăпа Татьяна Маркияновăсем, Софья Мусьтакова, Маргарита Лазарева, Валентина Казакова, Стефан Тимофеев уйрăмах тăрăшуллă пулнине палăртнă. «Ачасемпе пĕрле ĕçĕ те кал-кал каять», - пĕлтернĕ вĕсем.
Чăнах та, ĕç пахалăхĕ ÿсни куçкĕретех. Туçара çак кунсенче 130-мĕш пĕркенчĕке вĕçленĕ.
Хамăр корр.
Июль 2025 |