НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пурте тĕрĕс пултăрччĕ...

Категория: Публикации Опубликовано: 04.07.2025, 11:13 Просмотров: 84

...1927 çулхи çу уйăхĕн пуçламăшĕнче хальхи Шупашкар районне кĕрекен вун-вун ялта пурăнакан çынсен ырă пуçарăвĕпе хавхаланнă маттурсем пирĕн тăрăха куçса килнĕ те Кĕтнепе Пăла юханшывĕсен хутлăхĕнче Çăкалăх поселокне йĕркеленĕ. Кунта куçса ларнисен хушшинче ытларах тырпул акса тăвакансем пурăннă пулсассăн та, çĕнĕ çĕрте çĕнĕ ял пуçласа янă çынсем ÿлĕмрен вăрман ĕçĕпе тăрăшма пулни çинчен уçăмлăн пĕлтернĕ. Кĕçех вăрман касса тасатнă пысăк кăна лаптăкра йывăçран япаласем ăсталакан цех-завод ÿссе ларнă, вăл вăраха ямасăрах строительство хатĕрĕсем - çурт лартнă чухне усă курмалли материалсем  кăларма тытăннă. Çĕршывра анлă стройкăсем хăвăрт сарăлма пуçланине шута  хурса, çĕнĕ предприятире кăларакан изделисене Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне ăсатсах тăнă. 1935 çулта хăйĕн хăвачĕсене палăрмаллах ÿстерсе пыракан завода Тăван çĕршывăн чи пысăк наградипе - Ленин  орденĕпе чысланă пулнă. Шел, кун пирки çав тапхăрта уçăмлăн пĕлтерсе тăман, Йĕпреç енчи çынсем те, республикăн ытти  кĕтесĕсенче тĕпленнисем те çăкалăхсем сумлă чун-хисепе тивĕçни çинчен пĕлеймесĕрех юлнă. Ырă хыпарпа хавхаланнă Уйăп Мишши (вĕсен çемйи Çăкалăха куçса килнĕ пулнă) çĕршыв чыславне тивĕçнĕ заводăн пархатарлă ĕçне мухтаса çырас тĕллевпе хавхаланнă, анчах  ăна пурнăçа кĕртмен. Тен, ун чухнехи вăхăтра çĕршыв тытса пыракан тĕп политикăран пĕр шит те пăрăнма юраман ĕнтĕ.

Ленин орденне тивĕçнĕ мухтавлă предприяти Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне ăсатакан стройматериалсене рабочисем, ылтăн алăллă платниксем тата ытти  специальноçпа ĕçлекен хастарсем сывлăш пекех кĕтнĕ ĕнтĕ. Хăй вăхăтĕнче ку завод директорĕнче нумай çул ĕçлесе самаях пысăк ăсталăх пухнă Николай Козловпа асăннă предприятин пĕрремĕш утăмĕсем çинчен сăмах пуçарсан, вăл ăна Ленин орденĕпе наградăлани пирки пĕр сăмах та шарламанччĕ. Тен, партипе правительство политикине çирĕп пăхăнса пурнăçа кĕртекенсене КПСС Тĕп Комитечĕн хушăвĕсене халăх хушшинче сарни вырăнлă маррине ăнлантарсах тăнă-мĕн. Апла-тăк, СССР Аслă Канашĕн Указĕпе чысланă коллективсен, уйрăм çынсен патриотлăхĕ пирки паян таврапĕлÿçĕсемпе волонтерсен кăна калаçмалла-ши вара;

Сăмах май калас-тăк, Çăкалăхри  йывăç япаласен заводне 90 çул каялла Ленин  орденĕпе чыслани çинчен çырнă йĕркесене эпĕ «Йĕп-реçĕн кĕске энциклопедийĕн» кăларăмĕнче тупнăччĕ. Авторĕ ăна  ăçтан тата кам ирĕк панипе илнине кăна пĕлеймесĕрех юлтăм.

Пирĕн шухăшпа, тăван тăрăх энциклопедийĕн материалĕсемпе паллаштаракан ытти хăш-пĕр статьясенче те иккĕленÿллĕ шухăш-туйăм çуратакан пулăмсем тупăнма пултараççĕ. Вĕсенчен паян хăтăлмасан, ыран кая юлма та пулĕ. Ку ĕçе тăван тăрăх таврапĕлÿçисем хăюллăнрах тытăнасса, çавна май çĕршыв çавăн чухне тытса пынă çул-йĕр çине чăн-чăн гражданла куçпа пăхасса шанас килет...

Çăкалăхра хăйсен çынлăхне тĕрĕс хак паракансем пурăннине лайăх пĕлетпĕр. Кунта Раççейĕн мухтавлă ывăлĕ - Л.С. Константинов Герой çуралса ÿссе, тăван ял чапне-чысне  çĕршыв шайне çити çĕкленĕ. çĕршыв-аннемĕрĕн çап-çутă çăлтăрне çакма тивĕçнĕ чаплă паттăрăн çутă сăнарĕ пире ÿлĕмрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума вăй-хал кÿресси иккĕлентермест ентешсене...

Геннадий Кузнецов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3