НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Юбилейпе саламланă

Категория: Публикации Опубликовано: 04.07.2025, 11:10 Просмотров: 772

Нумаях пулмасть Пучинке салинче пурăнакан Лидия Степанова хăйĕн сумлă юбилейне уявларĕ.

Юбиляра Пучинке территори пайĕн специалисчĕсем Ираида Владимировăпа Алина Терентьева тав çырăвĕ тата асăнмалăх парне парса саламларĕç.

Лидия Михайловна нумай çул хушши «Красный партизан» колхозра ырми-канми тăрăшнă, кунтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Ĕçри хастарлăхшăн, курăмлă çитĕнÿсем тунăшăн вăл «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Мăшăрĕпе пилĕк ача çитĕнтерсе аслă çул çине кăларнă. Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем пуррипе йăпанать, вĕсен ăшшипе тимлĕхне туйсах тăрать.

Тивĕçлĕ канура пулин те Лидия Михайловна ĕçсĕр ларма юратмасть. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене валли хÿтлĕх каррисем çыхма çÿрет. гуманитари пулăшăвĕ пуçтарма пулăшать.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1