40-ри арçын тĕнче тетелĕнче витĕр куракан, пурне те пĕлекен юмăç пĕлтерĕвне асăрханă. Хусах хăй мĕншĕн авланайманнине пĕлес тесе çак юмăç патне шăнкăравланă.
Хайхи «маçтăр» арçынна сăнÿкерчĕк ярса пама ыйтнă. Сăнÿкерчĕке курсан хĕрарăм хусаха такам пăснине, ăна тасатмаллине ĕнентернĕ. Кун пек ĕçе ахаль тăваймăн - укçа тÿлемелле!
Арçын микрофинанс организацийĕсенчен кивçен илсе тултарнă. 1,3 миллион ытларах тенкĕ укçана сеанс ирттерекене куçарса панă. Лешĕ ăна мĕнпур укçине «ĕçе» вĕçлесен каялла куçарса пама шантарнă. Хусаха пулăшас тесе «тар тăкнине» ĕнентерме хĕрарăм видеосем ярса панă. Унта вăл масар тăрăх çуртапа çÿренĕ. Медиафайлсене çийĕнчех телефонтан тасатма ыйтнă, пăсса пани унсăрăн сарăлса каяссине пĕлтернĕ.
Сеанс хыççăн укçана тавăрмалли икĕ эрне иртнĕ хыççăн юмăç çыхăнăва тухма пăрахсан арçын хăй улталаннине ăнланса илнĕ.
Ултавçăсем çывăрмаççĕ
Шупашкарта пурăнакан арçын ултавçăсене ĕненсе машинине сутса янă та çав укçана вĕсене куçарса панă.
Арçын патне çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче такамсем шăнкăравласа курьер илсе килне япалана илме код ыйтнă. Арçын нимле курьера та кĕтмен пулин те кода такамсене йăпăр-япăр каланă. Патшалăх пулăшăвĕн порталне кĕмелли кода ултавçăсем арçынран пĕрремĕш код йăнăш пулчĕ тесе ыйтса пĕлнĕ. Унтан Хăрушсăрлăх службин ĕçченĕ текенскер шăнкăравланă. Вăл ăна унччен ултавçăсемпе калаçнине, вĕсем ун ячĕпе банкра кредит илсе тултарассине, машинине вара сутса ярассине пĕлтернĕ.
Ют çын сутса яриччен арçын «Тойота Королла» автомобиле хăй сутса ярас тенĕ, укçана «шанчăклă» вырăна, «сейф ячейкине» куçарма сĕннине итлесе çавăн пек туна. Çапла вара вăл 700 пин тенкĕсĕр тăрса та юлнă.
Кредит илнĕ укçана та куçарас тенĕ те, анчах банк ĕçченĕсем ку операцие пурнăçлама ирĕк паман. Çавăнпа вăл укçана алла илес тесе банка кайнă. Унта вăл хăй улталаннине ăнланса илнĕ.
СМСри кода пĕлтернĕ
Тĕп хулара пурăнакан 53 çулти хĕрарăм ултавçăсен капкăнне лекнĕ.
Кассирта ĕçлекенскер патне мессенджерсенчен пĕринче такамсем шăнкăравласа СМСри кода ыйтнă, ку вăл энергосбыт компанийĕпе çыхăннине пĕлтернĕ.
Кăштахран ун патне ар-çын шăнкăравланă, хăйĕнпе финанс мониторингĕн специалисчĕ тесе паллаштарнă, маларах хĕрарăм ултавçăсемпе калаçнă, халĕ ун ячĕпе вĕсем кредит илесшĕн тесе пĕлтернĕ. Укçана упраса хăварас тесен хăрушсăр счет çине куçармаллине ĕнентернĕ. Миллион çурă ытла тенкĕ такамсене куçарса панă хыççăн тин хĕрарам хăй улталаннине ăнланса илнĕ.
Ноябрь 2025 |
