Çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Патăрьелти «Исток» агрофирмăра ĕнене машинăпа сăвакансен республикăри тупăшăвĕ иртнĕ.
Конкурса республикăри тĕрлĕ хуçалăхсенчен пурĕ 22 ĕне сăвакан хутшăннă. Комисси вĕсен профессири теори пĕлĕвне, ĕне сумалли аппарата хăвăрт пуçтарма-сÿтме пултарассине, ĕне сăвассине тĕрĕсленĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсем хăйсен ăсталăхне пурте тивĕçлĕ шайра кăтартса панă.
,нене машинăпа сăвакан мастерсен тупăшăвĕне пирĕн ентеш Марина Степанова та хутшăннă. Вăл «Империя» агрофирмăра тăрăшать. Ĕçре тăрăшулăхĕпе палăрса тăрать, тĕрлĕ тупăшусене хутшăнса çитĕнÿсем тăвать. Хальхинче те конкурсран çитĕнÿпе таврăнчĕ - çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрсе тивĕçлĕ 3-мĕш вырăн йышăнса республикăри чи лайăх специалистсенчен пĕри пулнине çирĕплетсе пачĕ Марина Степанова.
Анна Михайлова
Ноябрь 2025 |
