НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пулас çĕнтерĕве тÿпе кĕртеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.06.2025, 10:44 Просмотров: 215

Хурамалти хÿтлĕх каррисем çыхакан пунктра тăрăшакан хĕрарăмсем 100-мĕш карăна çыхса пĕтернĕ. Ăна шăп Чăваш атономийĕ йĕркеленнĕ кун - çĕртмен 24-мĕшĕнче вĕçлесе станок çинчен илсе хунă.

Хÿтлĕх карри çыхакан пунктсенче тăрăшакансен ĕçĕ калама çук пархатарлă. Вĕсем шăпах пулас çĕнтерĕве тÿпе кĕртекенсенчен пĕрисем тени йăнăш пулмĕ. Тăшманран пытанма, салтаксене çар задачисене туллин пурнăçлама, чи кирли вара - пурнăçа çăлма пулăшаççĕ-çке маскировка каррисем.

Хурамалсем те, ыттисем пекех, сеть çыхас ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене пĕчĕк-шерĕн вĕренсе хăнăхнă. «Пуçăниччен кăна шиклентерет - тытăнтăмăр та, ĕç карĕ», - теççĕ вĕсем халĕ. Чăнах та, ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр тенĕ ваттисем. Кунран кун ăсталăх самаях пухăннă хĕрарăмсен, ĕç хăвăртлăхĕ те ÿснĕ. Акă халь 100-мĕш сеть салтаксем патне ăсанĕ.

Пархатарлă ĕçе пуçарса яракансем, пĕр шухăшлă çынсене пĕрлештерме пултаракан маттурсем кашни ялтах тупăнаççĕ. Эдурад Павлов - Хурамал хастарĕ. Вăл пункта мĕнпур кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерсе тăрать, карăсем çыхмалли материалсене илсе килет, хатĕр сетьсене тата халăх пухса панă гуманитари тиевĕсене тĕп пункта леçет.

Хурамалти хÿтлĕх каррисем çыхакан хĕрарăмсене 100-мĕш карăна вĕçленĕ ятпа ял территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Евграфов пырса саламланă, тăрăшулăхĕшĕн мухтаса, малалла та пысăк туртăмпа, ĕненÿпе вăй хума хавхалантарса ырă сăмахсем каланă. «Тавах сире,  ятарлă çар операцийĕнчи ентешсемшĕн питĕ кирлĕ ĕçе пуçăнса ăна пысăк хавхаланупа пурнăçласа пынăшăн!» - тенĕ пуçлăх.

Анна Евграфова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30