НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пысăк пулăшу - чĕререн

Категория: Публикации Опубликовано: 27.06.2025, 09:45 Просмотров: 290

Кашни ял тăрăхĕнче çĕршыва хÿтĕлекенсене пулăшас ĕç хĕрÿ пырать% маскировка хатĕрĕсем çыхаççĕ, гуманитари пулăшăвĕ пуçтараççĕ. Туçара, эсир пĕлетĕр ĕнтĕ, салтаксем  валли хÿтĕлев пĕркенчĕкĕсем çыхас ĕçе йĕркелесе янă. +ыхма  çÿрекенсем ытларах тивĕçлĕ канурисем. Ялти культура çуртне кашни кун тухса çÿреме, паллах, пурин те вăй-хал çитмест-çке, сывлăхĕсем кашнин тĕрлĕрен. Анчах салтаксене пулăшас кăмăл канăç памасть чун-чĕрене.

Çак ялта пурăнакан Галина Павловна Маркова гуманитари тиевĕ пуçтарма тата пĕркенчĕксем валли материал илме 10 пин тенкĕ укçа панă. «Мĕнле те пулсан пулăшасчĕ», - тет Галина Павловна. Пенси укçи пысăках мар пулсан та, çак суммăна вăл çине тăрсах кашни уйăхра катса пырса пуçтарнă.

«Питĕ пысăк пулăшу ку пирĕншĕн. Чĕререн тав тăватпăр Галина Павловнăна», - туйăмсене пытармасăрах калать ялти хĕрарăмсен канашне ертсе пыракан Ираида Ильина.

Турă сывлăх патăр сире, Галина Павловна.  

Эльвира Анисимова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30