НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чун тăван шкулах туртать

Категория: Публикации Опубликовано: 20.06.2025, 10:05 Просмотров: 110

Çăкалăх шкулĕ. Çак икĕ сăмаха илтсен нумай çыннăн чунĕнче ăшă туйăм вăранать. Тăван шкула юратса аса илни, ăна хисеплени, тăтăшах килсе тăни шкул чăнах та ăшпиллĕхпе, юратупа, телейлĕ ачалăхпа тулли пулнине çирĕплетет.

Акă халĕ те 20 çул каялла шкул саккипе сыв пуллашнă ачасем тăван шкула çитрĕç. Хăйсен ачалăх сăпкине килсе курчĕç, шкулти пĕрремĕш утăмсене аса илчĕç. Соревновани-конкурссенче еплерех хутшăнса пĕрре мар çĕнтернине те палăртрĕç. Çак кун кашни килнĕ çын каялла хăйĕн ачалăхне таврăнчĕ.

Иртнине аса илсе хăнасем шкул сукмакĕсемпе утрĕç, юратнă вĕрентекенсене тав сăмахĕ каларĕç. Л.С. Константинов ячĕпе хисепленсе тăракан музейра пулчĕç. Тĕлпулу ăшă туйăмпа, ырă асаилÿсемпе иртрĕ.

Мария Орлова,  

Çăкалăх шкулĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3