НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Василий Лаврентьев: пур паттăр та асрах

Категория: Публикации Опубликовано: 20.06.2025, 10:01 Просмотров: 113

1418 кунпа çĕре пынă юнлă та хăрушă вăрçăра Çĕнтерÿ пичечĕ çапнăранпа 80 çул çитрĕ. Куççуллĕ, сар хĕвеллĕ, мăнаçлă юрăсемлĕ çак пысăк уява çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче тĕнчипех анлăн паллă турăмăр. Çак пархатарлă ĕçе Раççейĕн кашни гражданинĕ хăйĕн тÿпине хывма тăрăшрĕ: СВО паттăрĕсем, паллах, хĕç-пăшалпа, мирлĕ ял-хуласенче парадсемпе, тĕлпулусемпе, акцисемпе, «Вилĕм-сĕр полкпа». «Çĕнтерÿ-80» ылтăн çÿпçене пĕлтерĕшлĕ пурлăх хуракансем çыравçăсем хушшинче те чылаях пулчĕç. Вĕсенчен пĕри – Энтриел ял тăрăхĕнче çитĕннĕ Василий Михайлович Лаврентьев-Чубар. Иртнĕ ытларикун Шупашкарти наци библиотекинче пирĕн харсăр ентеш çырса хатĕрленĕ «Стоявшим насмерть во имя Родины» икĕ томлă кĕнеке хăтлавĕ пулчĕ.

Калас пулать, республикăри тĕп вулавăшăн конференци залĕнче панулми ÿкме те вырăн çукчĕ. Василий Михайлович чылай çул хушши Энтриел ял тăрăхне кĕрекен Энтриел, Кăшмас, Кушакпуç, Пĕчĕк Патăрьел, Çĕрпÿел ялĕсенчен вăрçа тухса кайнă паттăрсен кун-çулĕ çинчен кăларнă кĕнекесемпе паллашма çар ветеранĕсем, тĕпчевçĕсем, çыравçăсем, журна листсем, таврапĕлÿçĕсем, обществăлла юхăмсен хастарĕсем, çамрăк армеецсем килсе çитнĕ.

Икĕ томлă кăларăмăн авторне сăмах панă май, презентаци ертÿçи Антонина Андреева библиограф Чăваш Енре вăрçă тематики çыравçăсен тĕп çул-йĕрĕ пулнине, вăл çамрăк патриотсене çитĕнтерессинче питех те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.

Василий Михайлович хăйĕн сăмахĕнче çапăçу хирĕнче çĕнтерĕве туптанă совет салтакĕ яланах асра пулмаллине, кашни фронтовикăн пархатарлă ячĕ çитес ăрусем валли упранмаллине, Аслă Çĕнтерĕве Совет Союзĕнчи тĕрлĕ халăхсемпе пĕрлех чăваш ывăл-хĕрĕсем те паттăрăн туптани çинчен каларĕ. Çавăн пекех аслă вăрçă историйĕнче чылай кăлтăксем пулнине палăртрĕ.

- Хальлĕхе тĕпчевçĕсен, архив ĕçченĕсен, вырăнти таврапĕлÿçĕсен юнлă вăрçă суранĕсене палăртассипе чылаях ĕçлемелле. Пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартам. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине 1941-45 çулсенче эпĕ тĕпчекен ялсенчен 411 çын тухса кайнă. Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 60 çул çитнĕ май Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă «Астăвăм» томĕсене пурĕ те 263 ентеше çеç кĕртнĕ. Çапла вара 5 ялти 148 фронтовик «хыпарсăр çухалнă». Шырава Патшалăх, СССР Хĕçпăшал çарĕсен, Тăван çĕршывăн вăрçин, Чăваш Республикин Тĕп архивĕсенче ирттернĕ май çакна калама пулать: пирĕн Аслă çĕршыв иккĕмĕш тĕнче вăрçинче 27 миллион мар, чылай нумайрах çын ресурсĕ çухатнă. Çĕршывра пур паттăр та асрах пулмалла!

В.М. Лаврентьев таврапĕлÿçĕ çырса пичете кăларнă ĕçе Юхма Мишши чăваш халăх писателĕ, Раççейри ветерансен пĕрлĕхĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Виталий Осипов отставкăри майор, Чăваш Енри ăслăлăхпа искусство академийĕн секретарĕ Елизавета Долгова пысăк хак пачĕç. Эдисон Патмар подполковник-çыравçăпа Любовь Петрова сăвăç, Анатолий Абрамов журналист-педагог чĕререн саламларĕç.

«Йĕпреç Ентешлĕхĕ» обществăлла юхăм председателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Антонина Краснова Василий Лаврентьевăн сумлă та пархатарлă ĕçĕ республикăшăн кăна мар, Раççейшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.

- Енчен те кашни ял-хулара историографине Василий Михайлович пек тарăн чавакан тĕпчевçĕ пулнă пулсан, пирĕн пурнăçра «шурă пăнчăсем», çитменлĕхсем чылай сахалтарах пулнă пулĕччĕç. Ăна малашлăхра ăнăçусем! - терĕ Антонина Николаевна.

Наци библиотекин наци литературипе библиографи пайĕн ертÿçи, Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн председатель çумĕ Галина Соловьева хăтлава çакăн пек пĕтĕмлетрĕ%

- Шел те, фашизм татах Европа талкăшĕнче кĕшĕлтетет. Франци, Германи, Польша пек çĕршыв хуçисен хăлхине Василий Лаврентьевăн «Стоявшим насмерть во имя Родины» кĕнекери сăмахсене çитерес килет: «Çĕнтернĕ! Çĕнтерĕпĕр те!».

Анатолий АБРАМОВ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3