НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çулсем тунă

Категория: Публикации Опубликовано: 20.06.2025, 09:53 Просмотров: 115

Халăх пуçарăвне пурнăçа кĕртме май паракан программăпа тата тепĕр проект пурнăçланчĕ. Çĕрпÿел ялĕнче пурăнакансене савăнăç çитрĕ - сарман çулăн пĕр лаптăкне (130 м) хытарса панă. Хусанкай урамĕпе яп-яка çулпа кĕрсе тухма меллĕ те кăмăллă халь.

Ĕçе «Дормаш» тулли мар яваплăхлă пĕрлешÿ пурнăçланă. Вĕсемех Пысăк Упакассинчи çула сарнă. Кунта та халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ проектпа усă курнă. Эльгер урамĕнчи хытармасăр юлнă 180 м çула тума май килнĕ. Çул саракансене пулăшма ял халăхĕ те тухнă, вĕсем шыв каймалли пăрăхсене вырнаçтарса лартнă.

Каласа хăвармалла, Пысăк Упакасси ял тăрăхĕнче инициативлă бюджет программипе пурĕ 5 проект пурнăçа кĕмелле.

Ятарлă программăсене çул парса патшалăх курăмлă пулăшу парать халăха - усă курма анчах пĕл. Ял-сала сăнне, кулленхи пурнăçа хăтлăрах тума пĕрлехи вăйпа, тем тесен те, çăмăлрах. Патшалăх хăй сĕннĕ чухне, тĕрлĕ пулăшу майĕсемпе хастар усă курмалла.

Анна Евграфова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3