НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Йăла-йĕркесене упраса малашлăха туптатпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 20.06.2025, 09:47 Просмотров: 119

Чăваш Республики юлашки пилĕкçуллăхра мĕнлерех аталанса пыни çинчен çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ пĕрлешÿллĕ информаци кунĕнче сÿтсе яврĕç. Ку Чăваш автономине туса хунăранпа 105 çул çитнĕ тĕле хăйне евĕрлĕ пĕтĕмлетÿ туни пулчĕ тесен те юрать. Унсăр пуçне Республика кунне уявласси çинчен те калаçрĕç.

Йĕпреç округĕнче информаци кунĕ Пучинкери тĕп культура çуртĕнче иртрĕ. Округ пуçлăхĕ Игорь Семенов, Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Николай Охотин, Чăваш Республикин Патшалăх канашĕн депутачĕ Роман Алексеев, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Иванов çак ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулса информкун темисене уçса панисĕр пуçне ял халăхне кăсăклантаракан ыйтусене те сÿтсе яврĕç.

Хăнасене культура çурчĕ çумĕнчи халăх фольклор ушкăнĕ пĕчĕк концертпа кĕтсе илсе кăмăл-туйăма çĕклерĕ.

Республика аталанăвĕ çинче Николай Охотин тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Ÿсĕмĕсем, чăнах та, тĕлĕнме те, мухтанма та сăлтав параççĕ. Регион ертÿçи Олег Николаев тытса пыракан курспа республика çитĕнÿсем патне сумлă та çирĕп утăмсемпе утни куçкĕретех. Раççей Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ тĕлпулура Чăваш Ен Пуçлăхĕн ĕçне пысăк хак пани те çакнах çирĕплетет.

5 çул хушшинче пирĕн экономика 2 хута яхăн ÿснĕ. Пĕтĕм çĕршывĕпе çак кăтарту 13  процентпа танлашнине шута илсен, ку питĕ пысăк çитĕнÿ. Экономика ÿсни çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма, çынсен пурнăç пахалăхне ÿстерме май парать.

Çынсен тупăшĕ ÿсни республика хыснине те тултарма пулăшать - хыснана харпăр хăй тупăшĕпе тултарассипе Атăлçи тăрăхĕнче эпир пĕрремĕш вырăн йышăнма пултартăмăр. Уйрăмах ялхуçалăх отраслĕ пысăк утăмсемпе аталанать. Çĕрулми, сухан, хăмла туса илессипе пирĕн республика малти вырăнсене йышăнать, продукцие регион тулашне сутса тупăш тăвать. Юлашки 5 çулта 130 пин гектар пушă çĕр лаптăкĕсене хута яни те нумай калать.

Наци проекчĕсене республикăра активлă пурнăçа кĕртсе пыни те пурнăç пахалăхне сисĕмлĕ ÿстерет. Ял-хула хăтлăлăхне лайăхлатас тĕлĕшпе пирĕн регион каллех малти вырăнсенче. Муниципалитетсем ку тĕлĕшпе пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеççĕ. Хамăр округа илес пулсан та - юлашки 5 çул хушшинче наци проекчĕсемпе, аталану программипе килĕшÿллĕн, унсăр пуçне юлашки вăхăтра  анлă сарăлнă халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленекен программăна усă курса çав тери нумай ĕç турĕç. Çак çитĕнÿсем çинчен муниципалитет пуçлăхĕ Игорь Семенов кĕскен каласа пачĕ. Кăçалхи çула илсен те – туса ирттернĕ ĕçсем те тĕлĕнмелĕх пур. Хурамал ялĕнче нумаях пулмасть ача-пăча тата спорт площадки уçрĕç, çĕнĕ культура çурчĕ ÿссе ларчĕ, Кĕлĕмкассинчи шкула тĕплĕн юсаççĕ, Пучинкери шкул таврашне хăтлăлатаççĕ, Чăваш Тимешĕнче ача-пăча площадки турĕç, кĕçех спорт лапамĕ те  пулмалла, çулсене активлă юсаççĕ. Халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ программăпа кашни ялтах çулсене вĕт чул сарса майларĕç, пĕвесем тасатрĕç. Йĕпреçри Астăвăм скверне тата Культура аталанăвĕн центрĕн территорине хăтлăлатас ĕçсем туса ирттерчĕç, ку ĕçсем малалла та тăсăлĕç.

Конкурсра выляса илнĕ халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ 70 ытла проектран 30 яхăн пурнăçа кĕртме ĕлкĕрнĕ. Сăмахран, Пучинке ял тăрăхне кĕрекен +ирĕклĕ ялĕнче çак кунсенче кăна Луговая урамри 550 м тăршшĕ çула вĕт чул сарса майларĕç. Тумалли ĕçĕсем татах та пур-ха. Тĕлпулăва килнĕ çынсем те çак ыйтусенех хускатрĕç, мĕнлерех майпа вăл е ку ĕçе тумалли çинчен пуçлăхсене ыйтусем пачĕç. Кашни ыйтăва уççăн тата тĕплĕн сÿтсе явни пĕр-пĕрне ăнланма, ыранхи кун тумалли ĕçсене палăртса хума май пачĕ. Сăмахран, Пучинкери Ленин урамĕнче çуран çÿрекенсем валли тротуар сармалла, машинăсем нумай чупнă пирки ача-пăча валли тротуар çукки хăрушлăх кăларса тăратать. Ворошилов урамне +ирĕк-лĕри шкул автобусĕ чарăнакан вырăн таранах кăçал асфальт сарса юсассине плана кĕртнĕ. +ак çулăн пĕр пайне пĕлтĕрех юсав ĕçĕсем туса майланăччĕ. Çирĕклĕсене кĕпер юсасси тата тин лартнă сад пахчи тавра карта тытасси кăсăклантарать. «Пĕрле килĕштерсе ĕçлесен темле йывăрлăха та çĕнтерме пулать, эпир пурте пĕр команда, пĕр тĕллевлĕ пулмалла, пĕр-пĕрне илтсе, ăнланса ĕçлемелле. Вара пирĕнтен вăйлăрах регион чăннипех те пулмĕ», - терĕ Роман Юрьевич.

Республика кунĕ çывхарса килнĕ май, çак уяв тĕлне ирттерекен мероприятисем çинчен те калаçу хускатрĕç. Кăçал, автономие туса хунăранпа 105 çул çитнине шута илсе, уява анлă ирттерме палăртнă.  Тĕп мероприятисем Шупашкар тата Ядрин хулисенче иртĕç. (Тĕплĕн-рех ку информаципе официаллă правительство сайчĕсем çинче паллашма пулать.) Ал ĕç тăвакансен фестивалĕ, çĕршыв шайĕнче иртекен «Раççей çăлкуçĕсем» халăх пултарулăхĕн фестивалĕ, ача-пăча пултарулăхĕн «Черчен чечексем» гала-концерчĕ, пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ тата ытти мероприятисем пурне те юратнă Чăваш Ен кунне уявлама йыхравлаççĕ. Йĕпреçсем те унта хастар хутшăнĕç.

Эльвира Анисимова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3