НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Вăрман хĕррисене сухалаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.06.2025, 09:42 Просмотров: 155

Çуркуннехи-çуллахи тапхăрта вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пысăкĕ Çавăнпа та кашни çулах вăрман хĕррисене сухалаççĕ. Çак мел çулăма вăрман çине куçасран е вăрманта тухнă пушар ял çывăхне çывхарасран сыхлама пулăшать.

Йĕпреç вăрман хуçалăхĕ хăйĕн лаптăкĕсене тишкерсе, сăнаса тăрать, пушартан хÿтĕлемелли суха чиккисене çĕнетсех пырать. Вăрманпа акакан анасене 1,4 метр сарлакăш сухаласа чикĕлеççĕ. Çакă уй-хирте ăнсăртран пĕлтĕрхи типĕ курăк çунма пуçласан та, çулăма вăрман çине куçма памасть. Суха ĕçне кашни лесничество участокĕнче пысăк яваплăхпа пурнăçлаççĕ.

Статистика кăтартнă тăрăх, пушар çын айĕпĕпе ытларах тухать. Шăрăх та типĕ çанталăкра вăрманта, ун çывăхĕнче кăвайт чĕртме, кăвар çинче апат хатĕрлеме, çÿп-çап, хыт-хурана çунтарма юрамастьĕ +ирĕплетнĕ йĕркесене пăсакансене явап тыттараççĕ.

Вут-çулăм илме пултарас хăрушлăх пур тăрăхсенче инкек-синкекрен сыхланас тĕлĕшпе (тĕслĕхрен, кил-çуртсемпе юнашарах вăрман кашласа ларать) ял территори пайĕсем, ялхуçалăх оргнизацийĕсем тăрăшнипе те ялсен çывă-хĕнчи çĕрсене сухалаççĕ. Акă нумай пулмасть Кăшмаспа Кушакпуç ялĕсенче тракторпа суха йĕрĕсем туса тухнă.

Кирово ял тăрăхĕ те вăрманта вырнаçнăĕ +авăнпа та Спотара, Тарăнвар тата Пăкăян поселокĕсем тавра çĕре сухаласа хуратнă. 

Аса илтеретпĕр:  ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимне пăхăнмалли çинчен йышăну кăларнă. Çÿлерех асăрхаттарнă йĕркесене ял таврашĕнче те пăхăнмалла.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3