Йĕпреç муниципалитет округĕнчи ялхуçалăх ĕçченĕсене ĕççи вĕçленнĕ ятпа, хитре кăна Уявпа - Акатуйпа!
Йĕпреç тăрăхĕ яланах пултаруллă çынсемпе, уй-хир бригадисенче, фермăсенче тăрăшса ячĕсене çÿле çĕкленĕ чăвашсемпе пуян пулнă. Чăваш Енри ял, ялхуçалăх производствин историне Пысăк Упакасси тăрăхĕнчи «Трудовик» колхоза ертсе пынă социализмла ,ç Геройĕ Антон Шордеев, Эйпеçпе Вăтаел тăрăхĕнчи Калинин ячĕллĕ колхоз ферминче тăрăшнă СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă Ольга Апчева, Кĕлĕмкассипе Туçа тăрăхĕнчи «Красный фронтовик» колхоз механизаторĕсем - Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав, Ленин орденĕсен каваларĕсем Анатолий Ильинпа Радик Тимофеев Ылтăн саспаллисемпе çырнă. Халĕ Йĕпреç муниципалитет округне Игорь Геннадьевич Семенов ăнăçлă ертсе пырать.
Йĕпреç Ен çĕрĕнчи «Красный партизан» колхоз («колхоз» ята упраса хăварма пултарнă пучинкесемпе çирĕклĕсем!), «Пионер» агрофирма, Владимир Марушев предпринтматель хуçалăхĕсем пысăк пуçарулăхпа ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Йĕпреç Ен хастарĕсем! Сире хитре Уявпа – Акатуйпа саламлатпăр!
Сывлăхлă пулăр! ,çлеме те, канма та вăхăт тупăнтăр! Хăват Сире!
Йĕпреçсене саламласа Анатолий Абрамов ятарласа рифмăллă йĕркесем хайларĕ.
Сарлака ман Йĕпреç Енĕм,
Таса сывлăш, улăхсем!
Вăл – тусем, паллах, тăванăм,
Симĕс тумлă вăрмансем!
Сарлака ман Йĕпреç Енĕм,
Кăкшăм шывĕ, Хум, Çавал!
Сан умра ман пысăк парăм.
Мĕнле пулнă эс авал;
Пит хитре ман Йĕпреç Енĕм,
Хурăнсем те ĕшнесем!
,мĕрĕ питех ун вăрăм –
Ялĕсем, урамĕсем!
Анлă манăн Йĕпреç Енĕм,
Атте-анне çĕрĕсем…
Саншăн юрă ĕнĕрлерĕм.
Эпир – Йĕпреç ачисем!
Антонина Краснова,
«Йĕпреç ентешлĕхĕ» обществăлла
юхăм ертÿçи
Июль 2025 |