НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Туçасен савăнăçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2025, 10:58 Просмотров: 93

Çĕртмен 8-мĕшĕ Туçа ялĕнче пурăнакансемшĕн пысăк уявпа асра юлĕ. Урамра уявсем ирттермелли çĕнĕ тăрăллă сценăна туса пĕтерсе ăна хаваслă лару-тăрура уçнă çак кун ку ялта.

Сценăна ялти активистсем тăрăшнипе лартнă. Мĕнпур ĕçе хăйсен вăйĕпе пурнăçланă çак ял çыннисем, укçи-тенкине те хăйсен кĕсйинчен кăларнă. Сцена урайне сарма резин плитка илме вара Йĕпреç округĕн администрацийĕ пулăшнă - шăпах вĕсем уйăрнă укçапа туяннă вĕсене. Уявсенче уçă сывлăшра пухăнма кăмăллă халь кунта. Концерт лартакансене те, курма килекенсене хăтлă та илемлĕ сцена пурри савăнтарать.

Кĕлĕмкасси территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Никонов туçасен савăнăçне пĕрле пайланă. Йывăрлăхран, ĕçрен хăраман, пĕр тĕллевпе пĕрлешсе, ĕмĕте пурнăçа кĕртнĕ çынсене ырă пуçарушăн мухтаса тав хучĕсем парса чысланă.

Çĕнĕ сценăна «тĕрĕслеме» чăваш эстрада çăлтă-рĕсем те килсе çитнĕ. Ял çийĕн хаваслă юрă-кĕвĕ темчченех янăранă. Туçасем артистсемпе пĕрле юрласа кăмăл туличченех ташланă. Хĕвел пытаничченех саланман уява тухнисем.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6