Çĕртмен 12-мĕшĕнче Раççей кунне уявлаççĕ. Çак пысăк та палăрăмлă уяв тĕлне шкул ачисем «Окна России» акцие хутшăннă, хăйсем пĕлÿ пухакан çуртсен чÿречисене капăрлатнă.
Эпир чи мăнаçлă çĕршывра çуралнă. Пирĕнтен кашниех аслă çĕршывăн пĕр пайĕ. Çакна ачасем лайăх пĕлсе, туйса çитĕнеççĕ. Çĕршывăн çитĕнĕвĕсемпе, ÿсĕмĕсемпе, историйĕпе, нумай нациллĕ пулнипе мăнаçланаççĕ вĕсем. Çакна палăртса чÿречесем çине Раççей ялавĕсем, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем, мире палăртакан кăвакарчăнсем, «Раççее юрататăп», «Туслăх - ĕмĕре» тата ыт. те хутран касса çыпăçтарнă.
Анна Михайлова
Июнь 2025 |