Шăрăх çанталăкра пÿлĕмсене уçăлтарас тесе нумайăшĕ чÿречисене уçса хурать. Анчах та, килте пĕчĕккисем пур пулсан, уçă чÿрече вĕсемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.
Ачасем уçă хăварнă чÿрече патне пырса ун сакки çине хăпарассинчен аслисен сыхă пулмалла, вĕсем хăрушлăх мĕнне пĕлмеççĕ, ăнланмаççĕ. +авăнпа та яланах ашшĕ-амăшĕ тимлĕхе çухатманни пĕлтерĕшлĕ. Нумай хутлă çуртсенче пурăнакансен уйрăмах асăрхануллă пулмалла.
Шăна-нăрă кĕресрен лартакан чÿрече сетки питех те ултавлă. Çакă пĕчĕккисем йывăр суранланнин е вилнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри пулса тăрать. Вăл пуррипе теприсем ачана чÿрече умне хăрамасăрах пыртараççĕ, анчах та çак сетка ача йывăрăшне мар, кушак йывăрăшне те чăтаймасть. Çавăнпа та - сетка пурри ача кантăкран тухса ÿкессинчен сыхлаймĕ.
Инкекрен сыхланас тесен çак йĕркене пăхăнмалла:
- ачасене пÿлĕмре хăйсем тĕллĕн хăвармалла мар;
- ача-пăча пурăнакан килте чÿречене уçă хăвармалла мар;
- ачасене чÿрече сакки çине хăпарма чармалла;
- сĕтел-пукана чÿрече çывăхĕнчен илсе лартмалла;
- москит сеткине ан шанăр – вăл ачан йывăрăшĕпе тухса ÿкет;
- ачана чÿрече мĕнле уçăлнине ан кăтартăр;
- чÿречен хашакĕ çине çирĕплетмелли ятарлă хатĕр е çăра вырнаçтарăр;
- ачана балкон çине аслисемсĕр тухма ирĕк ан парăр.
Июнь 2025 |