НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Социаллă ĕçченсем субботнике хутшăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2025, 10:18 Просмотров: 91

Йĕпреçри халăхăн социаллă тивĕçтерÿ центрĕн Хурамалти аслă  çулсенчи граждансемпе инвалидсене стационар тивĕçтерĕвĕ кÿрекен уйрăмĕн сотрудникĕсем +имĕке хатĕрленнĕ май, ял масарĕнче тирпейлĕхпе тасалăх тăвас тĕллевпе ирттернĕ субботнике хастаррăн хутшăннă.

Палăртмалла, çăва çинче  йĕркелĕх тытса тăрасси Хурамал территори пайĕн тĕп ĕçĕсенчен пĕри пулса тăнă. Ырă йăлапа ял-йыш кашни çулах çак вăхăтра ĕç хатĕрĕсем илсе пĕрлехи нимене тухать, субботниксенче пуçаруллăн вăй хурать. Вĕсен йышĕнче пирĕн социаллă ĕçченсем те тĕслĕх кăтартаççĕ. Хальхинче те вĕсем йышпа пĕрле масар территорине ÿссе кайнă курăкран, ÿксе пĕтнĕ йывăç тураттисенчен, типĕ çулçăсенчен тасатнă, вил тăприсемпе хĕрессем таврашĕнче йĕркелĕх тунă, çулсене шăлса тухнă.

Пысăк ĕçе туслă йышпа пурнăçланинчен лайăххи мĕн пултăр-ши? Ватти-вĕттин пĕрлехи тăрăшулăхпа пысăк ĕç тунă. Пурнăçран  ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнисен канлĕхне упракан  сăваплă вырăнта тирпей-илем хуçаланни пуриншĕн те паха,  ку йăла чĕррисем çут тĕнчепе сывпуллашнисене манманнине, асрах тытнине çирĕплетет.

Андрей Иванов,

Йĕпреçри халăхăн социаллă тивĕçтерÿ центрĕн директорĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6