НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Юбилей ячĕпе - асăнмалăх парне!

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2025, 09:03 Просмотров: 1034

Хурамалта пурăнакан Надежда Евграфова çак тапхăрта сумлă юбилей кĕтсе илнĕ, 90 çул тултарнă.

Паллă кун ячĕпе ăна территори  пайĕн начальникĕ Валерий Евграфов саламланă, Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕн саламласа янă открыткине тата асăнмалăх парнине парса хавхалантарнă.

Надежда Петровна ĕмĕр тăршшĕпех колхозра вăй хунă, йывăр ĕçрен нихăçан та пăрăнман. Вăл 4 ачана воспитани парса ÿстернĕ, тĕрĕс-тĕкел пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ унăн 6 мăнук тата 2 кĕçĕн мăнук.

Валерий Витальевич ял-йышра хисеплĕ те ырă ятлă-сумлă ĕç ветеранне ăшă сăмахсем каласа тăван  ен  аталанăвне хывнă пысăк тÿпешĕн чĕререн тав тунă, чечек çыххи парнеленĕ.

Хамăр корр.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1