Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнĕ май Чăваш Республикин наци библиотеки «Аслă Çĕнтерÿшĕн!» чăвашла илемлĕ вулакансен Раççей шайĕнчи конкурсне пуçарса янă. Конкурса «конкурсы.рф.» платформинче йышăннă.
Вăл икĕ номинаципе иртрĕ, «Лучшее исполнение авторского стихотворения, посвященного Великой Отечественной войне 1941-1945 гг., участникам специальной военной операции» тата «Лучшее исполнение стихотворения писателя о Великой Отечественной войне 1941-1945 гг., участниках специальной военной операции». Çак конкурса 5 çултан пуçласа 88 çула çитисем хутшăннă. Пурĕ пĕрле 357 хутшăнакан пулнă. Вĕсен хушшинче Çăкалăхри вулавăша çÿрекен Валентина Кошелева та пур. Вăл хăй çырнă «Пĕр тăван Макаровсем» сăвва вуласа çĕнтерÿçĕ ята тивĕçлĕ пулса иккĕмĕш степенлĕ диплом илчĕ. Сăвва Валентина Александровна хăйĕн тăван ашшĕне тата унăн пиччĕшсене халалласа çырнă. Унăн сăввине итленĕ чух чун хумханать, мĕншĕн тесен кун пек сăвăсене лăпкăн вулама май çук. 80 çулхи Валентина Александровнăна çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ ятпа саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунса татах та çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Чыслава наци литературипе библиографи пайĕн ертÿçи Галина Соловьева, чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов, театр ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Сергей Павлов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Геронтий Никифоров хутшăннă.
Татьяна Артемьева,
Çăкалăхри вулавăш библиотекарĕ
Июль 2026 |
