НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Экспонатсем Пуçлăха та тĕлĕнтернĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.06.2025, 08:40 Просмотров: 74

Пăкăянти краеведени музейĕнче упранакан экспонатсем иртнĕ эрнере Тăвай енре иртнĕ «Лучшие на селе» IV агрослетра пулса курчĕç.

Ку мероприятие Чăваш Республикинчи яллă тăрăхсенче ĕçлесе пурăнакан яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç кăна мар, Атăлçи федераци округĕнчи регионсенчен те çамрăксем йышлă хутшăннă. Слетра кашни муниципалитет  хăйĕн паллаштару площадкине йĕркеленĕ. Йĕпреçсем унта Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Çĕнтерÿ туптанăранпа 80 çул çитнине халалласа, пирĕн ентешсен Аслă Çĕнтерĕве хывнă тÿпине хаклавлăн уçса паракан экспозицисем вырнаçтарнă.  Çавсем хушшинче чи палăраканнисем - Пăкăянти краеведени музейĕнчен суйласа илнĕ экспонатсем - тивĕçлĕ вырăн тупнă. Йĕпреçсен площадкине кĕрсе куракансем вăрçă вăхăтĕнчи хуткупăса, чăматана, салтак каскине, чукуна, краççынпа çунакан лампăна, котелока тата ыт. те пĕр тĕлĕнсе, пĕр интересленсе пăхнă.

Йĕпреçсен экспонатсемпе пуян кĕтесĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та кăсăклансах паллашнă.

Анфиса Иванова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6