Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Шупашкартан ытти хуласене шыв транспорчĕпе те çитме пулать. «Валдайсем» Атăл тăрăх çул çÿреме тытăннă. Юханшыв çийĕн çÿрекен транспортпа Свияжска. Хусана кайма пулать. вĕсенче 45-шер пассажир вырнаçмалăх вырăн пур.
Иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿ тăрăх юлашки 2 çул хушшинче Атăл тăрăх «Валдайсемпе» 60 пин ытла çын çула тухнă. Çавăн пекех çу уйăхĕнченех Чулхуларан Хусана Шупашкар портĕнче чарăнакан пысăк хăвăртлăхлă «Метеор» çÿреме пуçланă.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх. çак маршрутсене уçни регионсем хушшинчи транспорт çыхăнăвне татах та çирĕплетĕ.
Июнь 2025 |