Олег Николаев кăçалхи авăн уйăхĕнче иртекен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне самовыдвиженец пулса хутшăнĕ. Кун пирки вăл ТАСС агентствăна пĕлтернĕ.
2025 çулхи пуш уйăхĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Олег Николаев тепĕр срока суйланас тенине ырланăччĕ, ăнăçу суннăччĕ. «2020 çулти пекех хамăн кандидатурăна хамах тăратăп. Плансем ансат% паян мĕнпур направленипе пуçланă ĕç-хĕле малалла тăсасси, вĕçне çитересси», - тенĕ вăл.
2020 çулхи суйлавра Олег Николаев кандидатурине «Справедливая Россия» тата «Единая Россия» партисем тĕрев панă.
Июнь 2025 |