Тăван кĕтес кашни çыншăн палăрăмлă та хаклă. Çуралса ÿснĕ, тăван чĕлхепе паллашнă, тăван культурăпа йăла-йĕркене ăша хывса чăвашлăха юратма вĕрентнĕ кĕтес пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ. Çак юрату ан сÿнтĕр, пурнăç тăршшĕпех вăй-хăват парса пытăр тесен вучахне вутă хурсах тăмалла.
Çак тĕллевпе, тата тăван тавралăха тĕпчесе унпа çывăхрах паллашас кăмăл кашни вулаканрах çуралса çирĕплентĕр тесе, тăван кĕтес культурипе халăх пултарулăхне юратма, хаклама вĕрентес тĕлĕшпе Пăкăянти вулавăшра «Тăван кĕтес çыравçисем çыраççĕ» курав йĕркелерĕмĕр, ăна савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр. Хамăр хушăрах кĕнеке авторĕсем чылай пулни савăнтарать. Курав сентрисем çинче Алексей Тихонов, Геннадий Кузнецов, Николай Максимов, Эдуард Николаев, Нина Ерилеева, Георгий Луч тата ытти çыравçăсен кĕнекисемпе паллашма пулать.
Йĕркеленĕ курав Пăкăян тăрăхĕнчи вулакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине мероприятие халăх йышлă пуçтарăнни кăтартса парать. Кĕнекесене вулама киле çыртарса илекенсем те пулчĕç, библиотекаре чĕререн тав турĕç.
Йĕпреç ен çыравçисемпе паллашма эсир те çитĕр, кĕтетпĕр!
Вероника Степанова,
библиотекарь
Июнь 2025 |