НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Конференци çÿллĕ шайра иртнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2025, 08:57 Просмотров: 1053

Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче районти тĕп вулавăшра «Элкер вулавĕсен» юлашки тапхăрĕ иртнĕ. Наукăпа практика конференцине Хураçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ, филологи наукисен докторĕ, профессор Виталий Родионов; Чăваш наци конгресĕ çумĕнче ĕçлекен чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Ассоциацийĕн председателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров; поэт-куçаруçă Владимир Васильев (Мишшан); паллă композитор Николай Андреев; журналист-критик, республикăра тухса тăракан «Домашняя газета» хаçатăн тĕп редакторĕ Станислав Александров (Убасси), ЧНК вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Людмила Клементьева хутшăннă.

Вĕсем вĕренекенсемпе вĕрентекенсен ĕçĕсемпе паллашнă, тухса калаçакансене тимлĕ итленĕ, кашнинех хак панă. «Тĕпчев ĕçне хутшăнакан шкул ачисем çакăн пек лайăх ĕçсем çырма вĕренсе çитни, паллах, пире савăнтарать. Вĕсем конференцие питĕ тăрăшса хатĕрленни курăнать - нумай интереслĕ те усăллă материал пуçтарнă. Пухнă информацие тĕрĕс çутатса пама пултарчĕç. Ку вара питĕ пысăк  ÿсĕм-çитĕнÿ. Ĕçсене чăвашла хÿтĕлени уйрăмах савăнтарчĕ мана. Элкер тăрăхĕнче чăвашлăх пĕтсе ларман апла. Вĕрентекенсем чĕлхе пуласлăхĕшĕн тăрăшни, ачасене тĕрĕс йĕрпе чуптарни куçкĕретех», - çапла хакланă Виталий Григорьевич профессор мероприятие.

«Питĕ пысăк ĕç тăватăр, элкерлĕхе тытса пыратăр, ачасен тавракурăмне аталантаратăр тата ачасене çак ĕçе явăçтарса Йĕпреç ен тăрăхне республика шайĕнче çÿле çĕклетĕр. Конференцие хутшăнакан ачасене те вĕрентекенсене питĕ пысăк тав. Малалла та çак ĕçе тухăçлă пурнăçласа пымалла пултăр», - тенĕ Геронтий Лукиянович.

Владимир Мишшан поэт çак конференцие 3-мĕш хут хутшăнать. Вăл хăйне Йĕпреç тăрăхĕн хăни пулма тивĕç тухнишĕн питĕ хĕпĕртенине пĕлтернĕ. «Кашни килмессерен эпĕ кунта ачасем калама çук маттур пулнине курса тĕлĕнетĕп. Вĕсене ăсчахсемех тесех калас килет. Кунта вĕренекенсем тăван кĕтесе, çĕр-шыва юратни сисĕнет», - тенĕ поэт.

Николай Андреев композитор шкул ачисем хайланă сăвăсенчен илемлĕ юрă кĕвĕлеме пулать тесе хăпартлантарнă çамрăк таврапĕлÿçĕсене, сăввисене хăйне ярса пама ыйтнă.

Юлашкинчен сумлă хăнасем çак конференцие нумай çул йĕркелесе тата ертсе пыракан, Пысăк Упакасси шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Раиса Евграфовăна тав тунă. Ачасен тавракурăмне анлăлатас, вĕсене пĕлÿпе шырав ĕçне явăçтарас ĕçе малашне те пысăк хавхаланупа туса пыма çирĕп сывлăх суннă.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6