Тунтикун, ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Йĕпреç поселокĕнче, уйрăм кил-çуртра пурăнакансен секторĕнчи пĕр хуçалăхра пушар тухнă - мунча çуннă. Вут-çулăм инкекĕ çинчен 28-мĕш пушар хуралĕпе çăлав чаçне 16 сехет те 20 минутра пĕлтернĕ.
Пушар сÿнтерекенсем çийĕнчех пырса çитнĕ инкек сиксе тухнă вырăна, «хĕрлĕ автана» хăвăртах лăплантарма май килнĕ. Анчах мунчана вăйлах сиен кунĕ вут-кăвар, хуçисем вара - тăкак тÿснĕ.
Пушар типшар кăтартать, тенĕ ваттисем. Çакна асра тытса пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине кашнин çирĕп пăхăнасчĕ.
Июнь 2025 |