НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 14.05.2025, 14:44 Просмотров: 1229

Сергей Артамонов кандидатурине ырланă

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Сергей Артамоновăн  кандидатурине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн должносне лартма сĕннине ырланă.

«Сергей Геннадьевич - пысăк опытлă та профессионаллă  ертÿсĕĕ Вăл ку таранччен сирĕп ответлăх ыйтакан должноссенче тимленĕ май, кирек епле тивĕсе те яваплăха туйса пахалăхлă пурнăсласа пычĕ, тĕрĕс те витĕмлĕ решенисем йышăнма,  командăпа ĕслеме пултарнине ĕнентерсе пачĕ, - пĕлтернĕ кун пирки Чăваш Ен Пуслăхĕ Олег Николаев канашлура сăмах каланă майĕ - Эпир пурте пĕрле халăх  пурнăсне лайăхлатма пулăшакан курăмлă проектсене ĕсе кĕртме  пултарасси иккĕлентермест».

 

Кирлĕ пуçару

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев «Мирлĕ пурнăçа кĕретĕп» регион проектне пуçласа яма хушу панă.

Çакăн çинчен вăл ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Раççей ĕçĕĕ Пысăк майсен вăхăчĕ» ярмăрккинче иртнĕ çавра сĕтел хушшинчи калаçура пĕлтернĕ.

Олег Николаев ятарлă çар операцийĕнчен таврăнакансемшĕн ĕç тупассипе çыхăннă ыйтусем мала тухнине тĕпе хурса çĕнĕ пуçару тунă - ĕç вырăнĕсен резервне йĕркелеме чĕнсе каланăĕ «Ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем тата ĕç паракансем пĕр-пĕрин хушшинче килĕшÿ çирĕплетни пирĕн регионшăн çĕнĕ тата лайăх практика пулса тăрĕĕ Унăн никĕсĕ çинче СВО ветеранĕсен мирлĕ пурнăçра хăйсен вырăнне тупас шанăçĕ çирĕпленĕ», - тенĕ Олег Алексеевич.

 

Должноç сĕнĕç

Республикăн «Время СВОих» вĕрентÿ программи хăйĕн ĕçне малалла тăсать.

Ака уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне конкурса хутшăнмалли тапхăр вĕçленнĕĕ Заявкăсене республикăран йышлăн тата 25 регионтан, çав шутра Луганск Республикинчен те, тăратнăĕ Конкурсра суйласа илнисене «Патшалăх политики тата управленийĕн тытăмĕ», «Регион тата муниципалитет управленийĕ», «Экономика тата финанссем», «Управленин хальхи технологийĕсем», «Çынна профессире, карьерăра аталанма пулăшасси» дисциплинăсемпе 2025 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вĕрентме тытăнĕç, кайран вĕренекенсем стажировкăра пулĕç. Вĕсене курс пĕтернине çирĕплетекен диплом парĕç тата  ертсе пыма должноç сĕнĕç.

 

Мускавра Акатуй ăçта иртесси

паллă

Мускавра кăçал та Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ ВДНХра иртĕ. Кунне те палăртнă - утă уйăхĕн 6-мĕшĕ.

Мускавра Акатуй пĕлтĕр те ВДНХра иртнĕ. Унта 165 пин ытла çын çитсе курнă. 2023 çулта вара чăвашсен уявне «Сокольники» паркра йĕркеленĕ.

Яланхи пекех Акатуйра сувенир продукцийĕсене сутĕç, «Кĕрешÿ» спорт ăмăртăвĕсем иртĕç, концерт пулĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6