НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 12.05.2025, 09:47 Просмотров: 1773

Туризма аталантарма грант парĕç

Чăваш Енри хастар усламçăсем агротуризма аталантарма федераци хыснинчен 10 миллиона яхăн тенкĕ грант илме пултараççĕ. Аталану проекчĕсене 2026 çулта пурнăçа кĕртме май килĕ.

Гранта «Ял туризмне аталантарасси» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн уйăраççĕ. Вăл ялти территорисене хăтлăлатма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, туристсене илĕртме май парĕ.

Документсене республикăн Ялхуçалăх министерствинче çу уйăхĕн 15-мĕшĕччен йышăнĕç. Унччен ун пек пулăшăва çичĕ проект тивĕçнĕ, вĕсене пĕтĕмпе 59 миллион тенкĕ укçа уйăрса панă.

 

Тÿлевсĕр экскурсисем йĕркелĕç

Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнĕ май Чăваш Енре пурăнакансемпе кунта килнĕ хăнасем тÿлевсĕр экскурсие хутшăнма пултараççĕ.

Çу уйăхĕн 8 тата 9-мĕшĕсенче Шупашкарти тĕп урамсенче тата историллĕ вырăнсенче çуран çÿремелли экскурси ирттерĕç. Маршрут Шупашкар Арбачĕ, Хĕрлĕ тÿрем, çуран каçмалли çутă кĕперĕ, «Анне» монумент, +еçпĕл урамĕ, К.В. Иванов скверĕ тата Мускав çыран хĕрри тăрăх иртĕ. Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче экскурси 12,00, 18,00 сехетсенче пуçланĕ. Тепĕр кунне туристсене 12.00 тата 15.00 сехетсем тĕлне пухăнма чĕнеççĕ. Ушкăнра 20 çын таран пулĕ.

Экскурсие маларах çырăнмалла, заявкăсене çу уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенче йышăнаççĕ. Çак номерсемпе - 8(8352) 23-20-31, 8(8352) 23-20-34 - шăнкăравласа тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пулать.

 

«Чăваш Ен мисне» суйланă

Шупашкарта «Чăваш Ен мисне» суйланă. Кăçал 30-мĕш хут иртнĕ конкурсра тĕп хулари 4-мĕш гимназире ăс пухакан Влада Комарова çĕнтернĕ.

Ăна коронăна пĕлтĕр «Чăваш Ен мисĕ» ята тивĕçнĕ Алла Кадеева панă. Конкурса курма тата унта хутшăнакансене хавхалантарма 2023 çулти «Чăваш Ен мисĕ» тата пĕлтĕр «Тĕнче уçлăхĕн мисĕ» ята тивĕçнĕ Валентина Алексеева та çитнĕ.

 

Вăрçă çулĕсенче ытларах сарăлнă ятсем

Чăваш Енри ЗАГС упрвленийĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче ачасене ытларах мĕнле ят хунине тишкернĕ.

1941-1945 çулсенче республикăра пĕтĕмпе 159 023 ача çуралнă. Вĕсен йышĕнчен 80 581-шĕ – арçын ачасем, 78 442-шĕ – хĕрачасем.

Арçын ачасене ытларах Николай ят хунă. Топ-10 йыша çавăн пекех Иван, Владимир, Юрий, Александр, Анатолий, Петр, Василий, Михаил, Валерий тата Геннадий кĕнĕ. Хĕрачасене ытларах Нина ят панă. Валентина, Мария, Зоя, Галина, Лидия, Анна, Раиса, Зинаида, Тамара тата Ольга ят хуракансем те нумай пулнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译