Май уявĕсемпе çыхăннă канмалли кунсене ĕç çынни савăнсах кĕтет, пахчари ĕçсене пурнăçлама та, тус-тăванпа пухăнса канма та вăхăт çителĕклĕ... Анчах пушар хуралĕнче ĕçлекенсене çакăн йышши уявсем сисчевлĕрех пулма хистеççĕ, мĕншĕн тесен шăпах çакăн пек чухне çынсем тимлĕхе çухатаççĕ, яваплăхпа асăрханулăх çинчен пач манаççĕ.
Çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче каçхи 9 сехет иртсен Буинск поселокĕнче пушар тухни пирки хыпар килнĕ. Кунта хуçасăр ларакан мунчана çулăм тивсе илнĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем вут-кăвара сÿнтернĕ, çулăма çумра ларакан тепĕр хуçалăх çине куçма паман.
Тепĕр кунне, çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Анатри Кĕлешкасси ялĕнчи пĕр хуçалăхра инкек сиксе тухнă - ампара çулăм ярса илнĕ. Сăлтавĕ те паллă - кил хуçин мăнукĕ вут-çулăмпа алхасни. Телее, ача пушарта аманман.
Майăн 5-мĕшĕнче каллех Буинскра пушар тухнă. Хальхинче пурăнман çурт çунма тытăннă. Çил вăйлă пулнипе çулăм çумри тепĕр икĕ çурт çине куçнă. Пĕр çуртĕнче çынсем пурăнаççĕ. Килĕн çурт тăрри çулăмпа сиенленме ĕлкĕрнĕ.
Буинск поселокĕнче пулнă пушарсем тĕлĕшпе тĕрĕслев пырать, инкек мĕнле сăлтавсене пула тухнине специалистсем тĕпчеççĕ.
Умра каллех канмалли кунсем. Уявсем инкекпе ан хурлантарччăр тесен, вут-çулăмпа асăрхануллă пулмалли çинчен самантлăха та ан манăр!
Анна Михайлова
Май 2025 |