НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ачасем салтаксене пулăшаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2025, 11:02 Просмотров: 2267

Çĕнтерÿ кунĕ çывхарнă май шкулта вĕренекенсем паянхи тăнăçлăхшăн ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене валли пулăшу пухса янă.

Салтаксене çапăçу хирĕнче куллен кирлĕ япаласенчен пĕрисем - нÿрĕ алшăлли-салфеткăсем. нуски. перчетке. çак япаласене пухма ыркăмăллăх акцийĕсем кашни шкултах йĕркелеççĕ. кунта вĕренекенсем кăна мар. ачасен ашшĕ-амăшĕ тата вĕрентекенсем те час-часах хутшăнаççĕ.

Акă Кĕлĕмкасси. Пучинке. Буинск шкулĕсем хăйсен «Ырăкăмăллăх курупкисене» тултарса пирĕн ентеш-салтаксене гуманитари пулăшăвĕ ярса паракан пункта илсе çитерсе те панă. Асăннă япаласемсĕр пуçне ачасем пылак кучченеçсем (конфет. шоколад. сгущенка). типĕтнĕ улма-çырла. мăйăр. тушенка пухнă. çавăн пекех Çĕнтерÿ кунĕпе саламлă çырусем хунă.

Шкулсем анчах мар. уйрăм çынсем те паянхи паттăрсене тĕрев парса хавхалантарни савăнтарать. Кĕлĕмкассинче вĕренкенсем вырăнти «Орхидея» лавкка хуçине чунтан тав тăваççĕ. «Эпир япаласене салтаксем валли туяннине пĕлсен вăл пирĕнтен укçине сахалрах илчĕ тата хăйĕнчен пылак кучченеçсем парса ячĕ». - терĕç  ачасем.

Çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекен ентешĕмĕрсене тимлĕх уйăрни вĕсене йывăр условисенче пысăк пулăшу пани никама та иккĕлентермест.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译