Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ пуçарнипе республикăра Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтерÿ туптанăранпа 80 çул çитнине халалланă «Çĕнтерÿ моди» акци вăй илсе анлă сарăлчĕ. Муниципалитет округĕсенчи хĕрарăмсен канашĕсем çак акцие хутшăнса Аслă Çĕнтерÿ тунă çулсенче модăра пулнă çи-пуçсем тăхăнса сăн ÿкерттереççĕ: #МодаПобеды хештегпа социаллă сетьсем çине вырнаçтараççĕ.
Пирĕн округра та, вырăнти хĕрарăмсен канашĕ хавхалантарнипе, чылай ял тăрăхĕнчи активистсем «Çĕнтерÿ моди» фотоакцие хаваспах хутшăнчĕç. Телеграм тата ВКонтакте социаллă тетелсенче вырнаçтарнă сăнÿкерчĕксем çине пăхатăн та, легендăна кĕрсе юлнă Çĕнтерÿллĕ 1945 çулхи май уйăхĕ куç умне тухать. Сăн ÿкерттерекенсем хăйсен тумĕсемпе çав вăхăтри атмосфĕрăна кăна мар, вăрçă чарăннипе, Çĕнтерÿ çитнипе хĕпĕртенĕ çынсен çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмне те «тытса» юлма пултарнă.
«Çĕнтерÿ моди» акцие тулли кăмăлпа хутшăннă май, эпир шухăш-туйăмпа та иртнĕ вăхăта, 1945 çулхи Çĕнтĕрÿ кунне, каялла таврăнма пултартăмăр. Ун чухнехи çĕнтерÿçĕ халăхăн çи-пуçĕ, сăнарĕсемпе стилĕ пире 80 çул каяллахи вăхăта илсе çитерчĕ. Çавăн чухнехи тумсĕмпе сăн ÿкерттернĕ хушăра мĕнешкел хумхануллă та çĕкленÿллĕ туйăмсем вăранчĕç пирĕн чун-чĕресенче! Фотоакци иртнипе хальхине сыпăнтаракан куçа курăнми кĕпер пекех туйăнать», - тесе пĕлтереççĕ Пĕчĕк Упакассинчи хĕрарăмсен канашĕн членĕсем.
Светлана Быкова
Июль 2025 |