НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Масарсене тирпейленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2025, 10:34 Просмотров: 1982

Энтриел ял тăрăхĕнче пурăнакан халăх мĕнпур ĕçе пĕрле, нимелле тăвать. Ваттисен йăлине манăçа кăлармаççĕ кунта, асра тытса ăна малалла тăсаççĕ, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Иртнĕ канмалли кунсенче Энтриелпе Кăшмас ялĕсен масарĕсене тирпейлес тĕлĕшпе субботниксем иртнĕ. Кар тăрса тухнă халăх типĕ курăка, çулçăсене, ÿкнĕ туратсене, çÿп-çапа пуçтарнă, ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă тăванĕсен вил тăприйĕсене тирпейленĕ. Ял-йыш вăйĕпе таçта та тирпей тума пулатех. Территори пайĕн пуçлăхĕ ырă ĕçе хутшăнакансене пурне те тав тунă.

Хальхи вăхăтра Кăшмас масарĕ çинче пĕчĕк пурт лартас ĕç кал-кал пырать.

ххх

Районти ытти ялсенче те масарсене тирпейлес тĕлĕшпе чылай тăрăшрĕç. Кĕлĕмкасси хастарĕсем, культура тата территори пайĕн ĕçченĕсем канмалли кунсене усăллă ирттернĕ – пĕр шухăшлă пулса вĕсем масар çине кайса ĕçленĕ.

Вил тăприсем çинче вăрман кашласа ларни, картасем ишĕлчĕк пулни илемлĕ мар-çке. Арçынсем хăрса типнĕ, ашкăрса кайнă йывăç-тĕмсене касса вакланă, хĕрарăмсемпе çамрăксем туратсене масар тулашне сĕтĕрнĕ, транспорт çине тиенĕ, теприсем турттарнă. Çÿпсене, типсе кайнă курăка, пĕлтĕрхи çулçăсене пухса, илсе тухнă, хĕрессен йĕри-таврашне кĕреплепе тасатнă. Аслă вăрçăра пулнă ветерансен вил тăприйĕсене те тимлĕхсĕр хăварман. Пĕрлехи вăйпа çав тери пысăк ĕç пурнăçлани пурне те савăнтарнă. Вилнисен ячĕсене яланах асра тытасси, вĕсем канлĕх тупнă вырăна тирпейлесе тăрасси чĕррисен тивĕçĕ.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6