НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Симĕс палăксем ĕмĕрех ешерччĕр!

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2025, 10:30 Просмотров: 2036

«Астăвăм сачĕ» акцие пĕтĕм çĕршыв хутшёнать. Йывăçсем – симĕс палăксем евĕрех. Ятран лартса хаварна ватă хурăн, йăмра, çăка, пилеш, улмуççи çине пăхсан эпир вĕсене лартнё çывăх çынсене - асатте-асаннене, кукаçи-кукамая, атте-аннене - таса та хаваслă туйăпа аса илетпĕр.

Пăкăян ялĕнче хÿтлĕх каррисем çыхакан ушкăн тата Кирово территори пайĕн ĕçченĕсем 1941-1945 çулсенчи хаяр вăрçăра пуçĕсене хунă çамрăксен, мирлĕ пурнăçшăн харсăррăн çапăçса çĕнтерĕве туптанă салтаксен ячĕпе йывăçсем лартнă. Паттăрсен обелискĕ çывăхĕнче сиреньсем ÿсĕç, çуркунне çеçкене ларсан ырă шăршипе савăнтарĕç.

Паллă та мухтавлă ентешĕсен ячĕпе уçнă аллейăра вара пилешсем лартнă. Чăвашсем кашни йывăçа хисепленĕ. Пилеш йывăççи кĕркунне хитре те сиплĕ çырлипе савăнтарать, кайăксене хăйĕн патне туртать, çавăн пекех пилеш çынна усалтан хÿтĕлет тесе ĕненнĕ мĕн ĕлĕкрен пирĕн халăх.

«Астăвăм сачĕ» акцие хутшăнса кашниех салтаксене тав туса вĕсен ятне ĕмĕрлĕхех вилĕмсĕрлетни, эпир хамăр историпе мухтанни, мăнаçланнине палăртать. Ку анчах та мар. Йывăç-тĕм лартса хăварса  пирĕн хыççăн çĕр çине килекен çĕнĕ ăрăва та парне тăватпăр эпир.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1