НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Кашни паттăра асăнса

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2025, 09:59 Просмотров: 873

Астăвăм сачĕ лартас акци пирĕн республикăра çеç мар, çĕршывĕпех анлă сарăлчĕ. Йĕпреç округĕнче те Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçĕсене хунă паттăрсене халалласа йывăç лартасси йăлана кĕчĕ. Кашни ялтах аслисемпе тан шкул ачисем те сăваплă акцие хутшăнса планетăна симĕс хунавсемпе пуянлатаççĕ.

Çирĕклĕ ялĕнче вара темиçе йывăç лартнипе çырлахман, чăн-чăн Астăвăм сачĕ туса яма шутланă. Çак тĕллевпе Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнĕ тĕле ял варринче паттăрсене халалланă палăк тавралла вырнаçнă лапамра 80 улма йывăççи лартса çитĕнтерме йышăннă. Кунта 40-50 çул каялла шкул сачĕ пулнине аслăрах çулхисем аванах астăваççĕ. Паянхи кун тĕлне вара пĕр йывăç та юлман, юрăхсăр тĕмсемпе хунавсем вăй илсе сарăлма тытăннă.

«Кашни килтен харпăр-хăй паттăрне асăнса пĕрер йывăç  лартсан та шăпах çак хисеп пулать те – Çирĕклĕрен фашистла Германипе кĕрешме 160 салтак тухса кайнă, 80 паттăр ĕмĕрлĕхех çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунă», - каласа парать ял историне тĕпчес ĕçе пуçăннă Ираида Федотова.

Вырăнти хĕрарăмсен канашĕ тата Алина Максимова староста панă сĕнĕве ялта пурăнакансем çеç мар, тахçанах кунтан тухса кайса урăх вырăнсенче тĕпленнĕ ентешсем те хапăл туса йышăнни куçкĕретех. Сад çитĕнтерме йышăннă лапама тасатма ирттернĕ субботнике халăх йышлă тухрĕ. Аслисемпе тан шкул ачисем çак ĕçе хутшăнни уйрăмах савăнтарать. Пĕр тĕллев тытса туслă ĕçленин усси пысăк – пулас сад лаптăкĕ кирлĕ мар хунавсенчен пĕр кунтах тасалчĕ. Çак кунах пĕрремĕш хунавсем хăйсен вырă-нĕсене тупрĕç. Унтанпа йывăç лартакансем кашни кунах пулчĕç, пур çемье те хăй паттăрĕн астăвăмне упраса хăварма тăрăшрĕ. Иртнĕ вăрçăра пуçĕсене хунисемпе танах паянхи ятарлă çар операцийĕнчен таврăнманнисене те чысларĕç.

Икĕ эрнере Астăвăм сачĕ ÿссе ларчĕ. Анчах та пархатарлă ĕç малаллах пырать – хунавсене шăварса тата пăхса тăмалла. Çирĕклĕсем тепĕр пилĕк çултан улма тата груша йывăççисем çеçкене ларса таврана ырă шăршă сарасса шансах тăраççĕ.

Эльвира Анисимова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1