НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çĕнтерÿ кунĕ - чи кĕтнĕ уяв

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2025, 09:50 Просмотров: 2020

Раиса Сергеева, Нина Еразумова, Ольга Емельянова, Раиса Федорова Пĕчĕк Упакассинче пурăнаççĕ. Вĕсем пурте - вăрçă ачисем. Ачалăхпа çамрăклăх çăмăл пулман вĕсен. Çити-çитми пурнăç, ял-йыш тÿсекен терт-нуша тахçанах хыçа юлнă ĕнтĕ. Анчах та çав хăрушă çулсене, ваттисем каласа панисене яланах асра тытаççĕ вĕсем.

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа кăçал 80 çул çитрĕ. Майăн 9-мĕшĕ хĕрарăмсемшĕн яланах чи кĕтнĕ уяв. Вĕсен çемйисене те хăрушă вăрçă асап кăтартнă-çке. Кашниннех ашшĕсемпе куккăшĕсем вăрçă хирĕнче пулнă. Вут-çулăм витĕр тухнă тăванĕсемпе ентешĕсен паттăрлăхĕпе чунтанах мăнаçланаççĕ вĕсем. Кăçал та, яланхи пекех, парада тухĕç. Вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксен ячĕпе ялта лартнă обелиск умне пырса пуçĕсене тайса чечек çыххисем хурĕç, мирлĕ пурнăçшăн тав тăвĕç.

Нина Никитична мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван колхозра ĕçленĕ. Раиса Алексеевна, Ольга Николаевна тата Раиса Афанасьевна вара хулара ĕçлесе пурăннă, тивĕçлĕ канăва тухсан виççĕшĕ те тăван тăрăха таврăннă. Ялта, çывăх çынсем хушшинче, уçă сывлăшра чуна хавас та çăмăл теççĕ вĕсем. Улаха тухса ларма та, кÿршĕсемпе калаçма та аван. Ялта нихăçан та кичем мар, кашни хăйне валли юратнă ĕç тупнă: кам çыхать, кам сад-пахча ÿстерет, тепри чечексем ĕрчетет. «Питĕ кăмăллă та тарават пирĕн ялти ватăсем, - тет вĕсем пирки вырăнти почтальон Светлана Яковлева. - «Çĕнтерÿшĕн» хаçатпа туслă, район хыпарĕсемпе паллашсах тăраççĕ. Республикăри ытти хаçат-журнала та çырăнса вулаççĕ».

Çу кунĕсем çитнĕ май кичемленме пачах та вăхăт çук асанне-кукамайсен - кĕçех çуллахи каникула мăнукĕсем килсе çитĕç, мĕнпур ĕçре пулăшĕç, кил-çурта хаваслă кулăпа тултарĕç.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5