100 пĕркенчĕк, кашни тĕвĕ кĕлĕпе
Туçа ялĕнче 7 уйăх ĕнтĕ маскировка пĕркенчĕкĕсем çыхса фронта ăсатаççĕ. Ку пархатарлă ĕçе вырăнти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ираида Ильина тăрăшнипе пуçарса ячĕç. Нумаях пулмасть кунта 100-мĕш пĕркенчĕке вĕçлерĕç.
«Кикимора» ятлă хÿтĕлев пĕркенчĕкĕ уйрăм çар çыннисене кирлĕ: унпа ытларах разведчиксемпе снайперсем усă кураççĕ. Пĕркенчĕк салтака, таврари çут çанталăк ландшафчĕпе пĕр килсе, курăнми пулма пулăшать. Çулăм хыпса илсен ăна хăвăрт çăмăллăн хывса пăрахма пулать.
Пĕр çынсемех кашни кун клуба тухаççĕ, ывăннине пăхмасăр, килти ĕçсем çинчен манса чунĕсене парса кунта ĕçлеççĕ. Пурте тенĕ пекех тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, анчах канма пĕр вăхăт та çук.
«Хÿтĕлев пĕркенчĕкĕсем питĕ кирлĕ пулнине лайăх пĕлетпĕр, çавăнпа та тăрăшатпăр, - теççĕ хĕрарăмсем. – Ку пĕркенчĕксене урăх ниçтах та çыхмаççĕ, Йĕпреç районĕнчи виçĕ ялта çеç. Çавăнпа та мĕн чухлĕ чăтмалла, çавăн чухлĕ чăтăпăр. Ачасем кăна тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килччĕр».
100 пĕркенчĕк çыхнă ятпа хĕрарăмсене тав сăмахĕсем каласа саламларĕç. Парне парса та савăнтарчĕç: спонсорсем пĕр тĕслĕ футболкăсем парнелерĕç. Халĕ туçасем те пĕр тĕллевпе, пĕр шухăшпа тÿленнĕ пĕр команда пулни пăхсах курăнать.
Эльвира Анисимова
Июль 2025 |