НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Кудрявцевсен çемйинчи ылтăн туй

Категория: Публикации Опубликовано: 25.04.2025, 14:05 Просмотров: 524

Валентин Филипповичпа Валентина Борисовна Кудрявцевсем ылтăн туй уявĕпе ăшă саламсем йышăнчĕç. Чăваш Тимеш салинче пурăнакан мăшăра ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Светлана Козлова тата территори пайĕн пуçлăхĕ Александр Дмитриев саламланă.

Пулас мăшăр пĕр-пĕрне шкул саккинченех лайăх пĕлнĕ, вĕсем пĕр класра вĕреннĕ. Шкул хыççăн пĕр-пĕрне куçран вĕçертнĕ вĕсем. Салтак тивĕçне татнă хыççăн Валентин тăван яла таврăнать, колхоза ĕçе кĕрет. Валентина ун чухне фермăна ĕне сума çÿренĕ. Хĕрпе каччăн çулĕсем каллех пĕрлешеççĕ. Çамрăксен чĕрисенче кĕçех юрату хĕлхемĕ ялкăшма пуçланă. Валентин Валентинăна хăйĕн мăшăрĕ пулма  ыйтнă. Хĕр шăпа çырнине хирĕçлемен. 1975 çулхи ака уйăхĕнче вĕсем туй туса пĕрлешеççĕ.

Çул хыççăн çул иртнĕ. Çемьере пилĕк ача çуралнă. Ачасене ура çине тăратас, вĕсенчен çын тăвас тесе тăрăшнă Кудрявцевсем. Çав вăхăтрах, ыттисем пекех ĕнтĕ, ĕçе те çÿренĕ, кил хуçалăха та тытса тăнă. Валентин Филиппович мĕн ĕмĕр тăршшĕпех водительте тăрăшнă. Валентина Борисовна вара пенсие ялти магазинта ĕçлесе тухнă. Вăхăта нимле те тытса чарма çук çав. Акă ĕнтĕ мăшăр 50 çул алла-аллăн, пĕр-пĕрне ăнланса та килĕштерсе пурăнать. Çак тапхăрта тем те пулнă пулĕ, анчах та Кудрявцевсем юрату тăйăмне, хисепе нихăçан та çухатман.

Паян хисеплĕ ĕç ветеранĕсем 11 мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ. Ылтăн туй ячĕпе хатĕрленĕ сĕтел хушшине çемье туллин пухăннă, юратнă ашшĕпе амăшне, аслашшĕпе асламăшне, кукашшĕпе кукамăшне: «Йÿçĕ!», - тесе ăшшăн саламланă.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3