Хумри Ишек ялĕнче пурăнакан Зинаида Ивановна Назарова 90 çул тултарчĕ. Çак ятпа хисеплĕ ĕç ветеранне ял-йыш, Хурамал территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Евграфов чечек çыххи, парне парса саламланă. Çавăн пекех Зинаида Ивановнăна округ пуçлăхĕн Игорь Семеновăн саламлă открыткине панă.
Мĕн ачаран йывăр ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ вăл. Тăван колхозра аслисемпе танах вăй хунă. Яваплă та тăрăшуллăскерне ял поселенийĕн депутачĕ пулма икĕ хутчен шаннă ăна халăх. Общество пурнăçне хастар хутшăннă, ентешсене хумхантаракан ыйтусене татса пама, кашнин шухăшне илтме, нушине ăнланма тăрăшнă.
Хĕрарăмăн тĕп тивĕçне те туллинех пурнăçланă Зинаида Ивановна. Юратнă çыннине тĕл пулса çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе пĕрле 9 ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсене те çынна хисеплеме, ĕçе юратма, пурнăçа хаклама, çĕршыва юрăхлă пулма вĕрентнĕ.
Ял-йыш, тăванĕсем Зинаида Ивановнăна чунтан хисеплеççĕ. Юбиляра пурте çуралнă кунĕпе ăшшăн саламласа лăпкă та канлĕ пурнăç, çирĕп сывлăх, телей сунаççĕ.
Анна Михайлова
Май 2025 |