НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тыл ĕçченĕн паттăр ятне вилĕмсĕрлетсе

Категория: Публикации Опубликовано: 25.04.2025, 14:00 Просмотров: 547

Пирĕн юратнă, хаклă аннемĕр Степанида Михайлова (хĕр чухнехи хушамачĕ - Яковлева) кăçалхи ака  уйăхĕнче 100 çул тултарнă пулĕччĕ. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче пĕтĕм çĕршыв Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленнĕ май, манăн та  хамăр аннемĕр çинчен аса илтерсе хăварас килет.  Çак Çĕнтерĕве пĕтĕм халăхпа пĕрле вăл та хăйĕн тÿпине хывнă-çке.

Манăн анне Степанида Яковлевна Красноармейски районĕнчи Туканаш ялĕнче çуралнă. Мĕн ачаранах унăн пурнăçĕ йывăр пулнă, ашшĕне репрессипе ăсатнă хыççăн пушшех те нушаллă  килнĕ. Анчах ниме пăхмасăр малаллах ăнтăлнă вăл, ĕçчен те хастар çын пулса çитĕннĕ. 1941 çулта пуçланнă вăрçă ыр шухăш-кăмăллă хĕрĕн ĕмĕчĕсене татнă. Кĕçех ăна ытти  тантăшĕсемпе пĕрле Иваново облаçне торф кăларма янă, çавăнта 4 çула яхăнах, Çĕнтерÿ кунĕ çитичченех вăй хурать вăл.

Вăрçă аркатнă халăх хуçалăхне ура çине тăратма çăмăл пулман. Йĕпреç ене мĕнле майпа килсе лекет-ха пирĕн анне. Вĕсем юлташ-хĕрсемпе кунта чăпта çапма килеççĕ, Пысăк Упакасси ялĕнче хваттере кĕрсе пурăнаççĕ. Пĕррехинче,  вăййа тухсан, аттепе  паллашаççĕ, пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăраççĕ, çичĕ ача çуратса ÿстереççĕ. Колхозра ĕçленĕ вĕсем, уй-хиртен кĕме те пĕлмен. +ав вăхăтрах вăрманти, кил-тĕрĕшри ĕçсене те тума ĕлкĕрнĕ, яланах нумай выльăх-чĕрлĕх тытнă.  Эпир те, вĕсен тĕпренчĕкĕсем, ачаранах ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ.

Анне нихăçан та çын çинче хăйне мухтаман, эп те вăрçă вăхăтĕнче тылра çĕнтерĕве туптанă тесе мăнаçланман. Çавах аннене çĕршывăмăр манмарĕ, вăрçă чарăннăранпа юбилейлă çулсем çитнĕ ятпа  кăларнă астăвăм медалĕсемпе ăна  чысласах тăчĕç. Унсăр пуçне аннене «Амăшĕн мухтавĕ» II степеньлĕ орденпа, икĕ хутчен «Амăшĕн медалĕпе» наградăланă.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе юбилейлă çул çитнĕ май, хамăн аннен чыслă ятне вилĕмсĕрлетес тĕллевпе тепĕр хут пуçăма тайса çапла калатăп: «Тавтапуç сана, Степанида Яковлевна, мирлĕ тÿпене сыхласа хăварассишĕн хăвăнтан мĕн килнине пĕтĕмпех тунăшăн, ачусене тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе çĕршыва юрăхлă çын тунăшăн. Хамăн ĕмĕр вĕçленичченех, аннеçĕм, санăн çутă сăнарна чун-чĕрере тытса пурăнăп».

Хĕрĕ Валентина

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3