Иртнĕ вăрçă саманчĕсене харпăр-хăй куçĕпе курса асра хăварнă, нушине тÿснĕ çынсем пирĕн хушăра, шел пулин те, сахаллансах пыраççĕ. Çавăнпа та тăшмана çапса аркатас ĕçре хăйсен тÿпине хывнă ветерансен, тыл ĕçченĕсен тата вăрçă ачисен асаилĕвĕсене çырса, упраса хăварас килет. Маларах çак ĕçе çителĕклĕ калăпăшпа туманни пăшăрхантарать...
Паян эпир сире вăрçă çулĕсенче çамрăк пулсан та аслисемпе тан ĕçленĕ, нушаллă вăхăтра асапне те çителĕклĕ тÿснĕ Ольга Павловна Федотовăпа, унăн асаилĕвĕсемпе паллаштарăпăр.
Ольга Павловна 1928 çулхи утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Йĕпреç районне кĕрекен Кĕлĕмкассинче çуралнă. Салари шкулта 6 класс пĕтернĕ, 7 класра Çĕнĕ çулччен çеç вĕренме май килнĕ. 14 çул тултарсан хĕр ачан колхоз фермине ĕçлеме кайма тивнĕ. Сысна ĕрчетес тата пăру пăхас ĕçре вăй хунă. Çав тери йывăр пулнă, паллах, ÿт илсе çитмен хĕре аслисемпе тан пилĕк авма. Хальхи пек машин-автоматсем çын ĕçне çăмăллăх кÿмен ун чухне, пĕтĕм ĕçе алăпа тума тивнĕ. Выльăх апачĕ çителĕксĕр пулни, пÿлĕмсенче сивĕ пулни нушалантарнă. Кăшт вăхăтран Ольга Павловна фермăран колхоз уй-хирне куçнă. Хĕлле Дубравный поселокĕ çумĕнче вăрман касма хутшăннă. Ытти çамрăк хĕрсемпе пĕрле Костер поселокĕ çумĕнчи çула тунă çĕрте ĕçленĕ. Çул çине сармалли чулне тарăн вартан кăларнă, ватса вĕтетнĕ, наçилккепе йăтса çÿлелле хăпартса çул çине сарнă. Лумпа, кирккапа, калунпа ĕçлеме тивнĕ. Çамрăк шăм-шак тÿснĕ ĕнтĕ, тем пек йывăр пулсан та, çулсем çаплипех иртнĕ, нуша витĕрех хĕрупраç та çитĕннĕ.
Çамрăк чун юратма та, савăнма та ĕлкĕрет. Ольга Павловна валли те Турă çырни тупăннă. 1950 çулта Петр Федотович Федотовпа çемье çавăрса пурнăç тума пикеннĕ. Мăшăрĕпе чукун çул çинче ĕçленине кура, çамрăк çемье 275-мĕш разъезда пурăнмаллипех куçнă, Ольга Павловна та чукун çул çине вырнаçнă, 1983 çулта тивĕçлĕ канăва кайичченеç унта вăй хунă. Савнă мăшăрĕпе 4 ача çуратса ура çине тăратнă. Малалла хисеплĕ ветерана хăйне сăмах парар...
1945 çул, майăн 9-мĕшĕ
Эпир çуракине тухнăччĕ, иккĕмĕш тарăн вар урлă каçнăччĕ. Вăл кун пăрлă çумăр çурĕ, вăйлă çил витĕр касса вĕретчĕ. Лашасем пуçĕсене пăрса кăна пыратчĕç. Янаварсене канма тăратрăмăр, хамăр вĕсен хÿттине лаша çумне перĕнсе тăрса ăшăнатпăр.
Ялтан Унтри пичче чупса килет, хăй ялав йăтнă. Вăр-çăра аманса таврăннăскер, пĕр алли ĕçлеместчĕ ун, çав ал хушшине ялав аврине хĕстернĕ, тепĕр аллипе ялавне тытнă, ялавĕ пысăк. «Ну, халь пире лекет ĕнтĕ ĕçлейменшĕн» - тесе тăратпăр.
_ Ачасем, вăрçă чарăннă! Вăрçă чарăннă! Тавăрăр лашасене! - тесе кăшкăрчĕ.
Вилни çинчен хура хутсем илнĕ хĕрарăмсем кулянса питĕ макăратчĕç.
Тырăна, сĕлле, ыраша алăпа сапса акнă. Пысăк, икĕ пăт кĕрекен кунтăка мăйран çакса янă, утса сапса пынă. Пире, ачасене, аслисемпе юнашар тăратнă, вĕрентсе пынă. Йывăр пулнă, мăй татăлса анас пекех ырататчĕ.
Вăрçă пуçланнă çул
Çав çул ман 7-мĕш класа каймаллаччĕ, (ун чух 7 çул вĕренмелле пулнă), каяймарăм... Класс ертÿçи киле пычĕ. Эпĕ сăпкара выртакан пер уйăхри йамăкпа, 4 çулхи шаллăмпа тата 7 çулхи йамăкпа ларатăп. «Ку кам ачи?», - тесе ыйтать вĕрентекен. «Хамăрăн», - тетĕп. «Аннÿ ăçта тата;», - тет. «Акара», - тетĕп. «Вăкăрсемпе сухалатчĕç, çавă пуль-ха», - терĕ. «Çавăнта, çавăнта», - терĕм. Ăнланчĕ ĕнтĕ, мĕн тăвăн... Шкула çÿрерĕм пĕр уйăх пек, çулла экзаменсене чиперех тытрăм. Ачасем нумайăшĕ вĕренеймерĕç.
Хĕлле
Пире – ачасене, çитĕннĕ хĕрсене – вăрман касма янă. Ачаллă хĕрарăмсем колхозра ĕçленĕ, аякка яман вĕсене. Йĕпреçрен тата 30 çухрăм утмаллаччĕ. Каялла çуран килеттĕмĕр.
Хĕллесем питĕ сивĕ пулатчĕç, 45 градус таранах. Килте тĕртсе çĕленĕ пир шăлаварпа, тăлла чулхапа çăпата çеç пулнă. Каçпала баракра, икĕ хутлă нарсем çинче вырнаçкаланă. Пĕр тимĕр кăмака варринче пулнă, вал ăшăтса çитереймен. Стенасем, кантăксем çинче ал лаппи хулăнăш пăр тăратчĕ. Çăпатасене типĕтме кăмака çумне хурса ĕлкĕреймесен (вырăн çитместчĕ), пăрне ирĕлтерме хамăр ая хурса çывăрни те пулнă.
Вăрмантан пĕренесене илсе тухса вагон çине тиеттернĕ. Иккĕн пĕрене йăтса хăма тăрăх хăпарма питĕ кансĕрччĕ. Хăмисем урлă çапнисем юрпа тулса ларатчĕç, пăрлă çăпатасем шăватчĕç.
Вăрманне каснă чух йывăç çапнипе ачасем аманатчĕç. Вилни те пулнă, пĕр хитре арçын ача, 16 çулта терĕç, Йĕпреç таврашĕнченччĕ. Ял хĕрĕсем питĕ макăрчĕç. Амăшĕ тин анчах упăшкин вилнĕ хутне илнĕ, ку ачи асли пулнă. Килĕнче тата 4 ача иккен. Тем куракан та пулнă...
Мана вилĕмрен яланах Турă хăтарса пынă. Йывăç çапса тăнран кайса выртнă пĕррехинче. Мереçенти Якур пиччен хĕрĕн Раисăн вĕри куççулĕ пит çине ÿкнипе тăна кĕрсе кайрăм. Ман çине пĕшкĕнсе «Халь Санюк аппана (ман аннене) мĕн калатпăр ентĕ-ĕ-ĕ!», - тесе йĕри-тавра ачасем макăрса тăраççĕ. Эпĕ «Мĕн пулнă;», - тесе тăрса лартăм. «Вилмен! Вилмен!», - тесе пушшех хытăрах кăшкăрса макăраççĕ, ыталаççĕ мана пурте.
Вăрçă чарăнсан та янă вăрмана ĕçлеме. Пурнăç тÿрех йĕркеленсе каяймарĕ çав. Мереçенти Ваçлей Ефремч хĕрĕ Сухви, хитрескер, питĕ пултаруллăскер, вăрçă чарăнсан вăрман каснă чух йывăç çапнипе инвалида тухрĕ. Вăл ларайнă кăна, урисем хускалайми пулнăччĕ.
Ĕçленĕшĕн укçа пĕр пус та тÿлемен. Ун çинчен ĕмĕтленмен те. 5 кун ĕçе тухсан 2 кг çăнăх паратчĕç. Çăнахĕ хывăхлă, унтан-кунтан хутăштарса пуçтаркаланăскер, çавăншăн та çынсем мĕнле те пулсан ĕçе тухма тăрăшнă. Лайăх тырăна ти-пĕтсе тÿрех лашасемпе патшалăха ăсатнă.
Вăрмантан таврăнсан тепĕр куннех бригадир ăçта калать, çавăнта ĕçе кайнă. Лашасене вăрçа ярса пĕтерсен вăкăрсем кÿлсе лава каяттăмăр. Вăкăр питĕ кутăн выльăх, ăçталла каймалли çĕре утмасть, çул çинчех выртать, ниепле те тăратаймастăн. Унпа пайтах куççуль тăкнă.
Пĕрре, Туçа переездне каçсан, турта татăлса кайрĕ. +ĕрле ĕнтĕ, шартлама сивĕ, хĕлле. Майлама тытăнсан вăкăр выртрĕ. Хам, шăнса кайнипе, ун çумне тĕршĕнсе лартăм. Тавах Турра, Молни çыннисем лашапа пынă, майласа килех çитерсе ячĕç.
Çул тунă çĕрте
Хĕрсене чул кăларма та яратчĕç колхозран. Костер ялĕ патĕнче питĕ чăнкă, тарăн Савкан çырминчен мăнă чулсем чавса кăлараттăмăр. Йывăç шалчасене пушăтпа çыхса наçилкке тăваттăмăр та чулсене ун çине хурсма çÿле йăтса хăпартаттăмăр.
Пĕррехинче чула хăпартса çитереймерĕмĕр, Мереçен хĕрĕ Нина халран кайнипе лак! кайса ларчĕ. Наçилкке шач! туса хуçăлчĕ, чулĕ Нина çумĕнчен (мĕнле тĕшĕрсе хăвармарĕ!) çырманалла каялла анса кайрĕ. Кун хыççăн чулĕсене вартах вакласа хăпартма хушрĕç. Черетпе шаккаттăмăр, 30-шар хут, 20-шер хут, катăличчен ĕнтĕ.
Çуркунне çитĕннĕ хĕрсене Сăр шывĕ хĕррине йывăç юхтарма илсе кайнă. Пăрлă шыва чĕркуççи таран анчах мар кĕрсе тăрса ĕçлеме лекетчĕ. Унтах вилейменнисем таврăнсан хĕне кайса чирлесе пурăннă. Мереçенти Раис питĕ чирлĕ таврăнчĕ. Дунька качча тухрĕ-ха, анчах йывăр чирлесе вилчĕ, ачисене тăлăха хăварчĕ.
Пире те Сăр хĕррине пуçтарса кайрĕç. Улатăра çитрĕмĕр, тăратпăр речĕпе. Пĕр арçын пырса кĕчĕ те, «Ку шĕвĕрсене кам пуçтарса килнĕ. Эс миçере;» - тет. «15-ре», - хуравлатăп эпĕ.
- Эс тата;
- Вун улттăра...
14-рисем те пурччĕ. Манпа юнашар Шантар +ерушĕ, манран 2 çул кĕçĕнскер, ун вара питĕ каяс килнĕ, чĕрне вĕççĕн тăчĕ те, ман хулпуççинчен тытса: «Эп 18-та», - терĕ.
- Кайăр килĕрсене халех, - тесе хучĕ ку çын.
Ăçта çурран, ăçта тавар пуйăсĕ çине çакланкаласа, çитрĕмĕр вара яла.
Çуркунне, çĕрулми пĕтсе çитсен, курăк (пултран, вĕлтрен, серте) ярса вĕретнĕ шыв çине çăнăх лăкаса пĕçернĕ яшка çисе пурăннă халăх. Çĕрĕк улма пуçтарма Молни колхоз çĕрĕ çине каяттăмăр. Хăвалатчĕç те, вăрмана чăл-пар саланса кĕрсе пытанма пулатчĕ. Пыльчăк çăртарас килмен ĕнтĕ ачасене. Молни ачи вара юланутпа хăвалатчĕ, хуса çитсен чĕн йĕвенпе туртса çапатчĕ.
Çапла нуша курса ÿсрĕмĕр. Çамрăк чун нушипе кăна мар, çавăнтах савăнăçне те тупма пултарнă. Хальхи самана вара рай пекех туйăнать. Мирлĕ пурнăçа упрасчĕ те, ачамсем, каллех хĕç-пăшал пуçне çĕклерĕ-çке… Мĕн çитмест-ши этеме;
Ева Петрова
çырса илнĕ
Июль 2026 |
