Тĕлĕнмелле çынсем хамăр хушăрах пурăннине эпир ытларах чухне асăрхамастпăр та. Чунĕпе ырри патне туртăнаканскер шавламасăр, хăйне кăтартмасăр пархатарлă ĕçсем тăвать. Тав тăвасса е ĕçĕшĕн тÿлев килессе кĕтмест…
Çакăн пек çынсенчен пĕринпе сире паллаштарас кăмăлăм пур. Вăл Анатри Кĕлешкасси ялĕнче пурăнать. Тахçанах тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Константин Еремеевич Иванов 40 çул ытла «Рассвет» хуçалăхра водитель тивĕçĕсене пурнăçланă. Мăшăрĕ Любовь Николаевна Кадышева та çакăнтах выльăх тухтăрĕнче вăй хунă. Халĕ иккĕшĕ те килте. Ялта ĕç нумай, хуçалăхĕ те пур. Пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса пĕтĕм ĕçе пĕрле тума тăрăшаççĕ. Чун валли те ĕç тупăннă кăмăллă мăшăрăн – çут çанталăка юратаканскерсем, йывăç лартассипе темиçе çул каяллах тимлеме пуçланă.
«Пуçласа Юрий Гагарин космоса вĕçнĕренпе 55 çул çитнине халалласа лартрăм, - каласа парать Константин Еремеевич. – 110 м тăршшĕ лаптăка (12 сотăй) хыр хунавĕсем чиксе тухрăм. Халĕ ĕнте унта посадка пулса кайрĕ. Хам лартса ÿстернĕ йывăçсем айĕнче уçăлса çÿреме мĕн тери аван».
Ăçтан пуçланнă-ши çак туртăм; Ашшĕ, Еремей Афанасьевич Иванов, иртнĕ вăрçă ветеранĕ, юратнă иккен йывăç лартма. Вăл ÿстернĕ топольсемпе йăмрасем ватăлнă ĕнтĕ, нумайăшĕ хăрса тÿннĕ. «Яппун вăрçине хутшăннă пирки киле час таврăнман вăл, - çывăх çынни çинчен аса илсен Константин Еремеевичăн куçĕсем шывланчĕç. - Авланма та час авланман атте. Вăрçă çинчен аса илме юратмастчĕ. Суранĕсем йывăр пулнă пулĕ. Кашни çулах йывăç лартатчĕ, «мĕн илнине тавăрмалла» , -тетчĕ.
Вăрçăра паттăррăн çапăçса киле таврăннă ашшĕне халалласах ĕнтĕ Константин Еремеевич фашистсене çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ тĕле 80 йывăç лартма палăртса хунă. Пĕлтĕрех çак ĕçе пуçăннă вăл% пĕчĕккĕн ĕçлесех лартнă хырсен шутне 66 çитернĕ. Йывăç лартасси пĕр кунта пулмасть, паллах. Кăçалхи юбилейлă +ĕнтерÿ кунĕччен лартса пĕтерме шутласа хунăччĕ, анчах та 80 çинче пĕрре те чарăнас килмен унăн. +апла вара кăçал тепĕр 42 хунава тымар яртарма ĕлкĕрнĕ. «Хунавĕсене ăçтан тупатăр;» - тесе ыйтсан «Сухаламан çĕрсем çинче халĕ хăйне-хăй акăнса ÿсекен йывăçсем нумайланчĕç. Çавăн пек шăтса ларнă çамрăк хунавсене унтан кăларса килетĕп, кунта куçарса лартатăп», - терĕ Константин Еремеевич. Апла пулсан, вăл тавралăха икĕ енлĕ усă парать!
«Çĕнтерĕве халалласа лартнă пĕчĕк раща тепĕр 10-20 çултан каш! кашламалăх ÿсĕ. Кам та пулсан çак пархатарлă ĕçе малалла тăсĕ-ха. Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçĕсене хунă салтаксене асăнса тата та йывăçсем лартĕç. Астăвăм çиппи çеç ан татăлтăрччĕ. Пирĕн аттесемпе асаттесен паттăрлăхĕ манăçа ан тухтăрччĕ», - калаçăва пĕтĕмлетнĕ май хушса хучĕ Константин Еремеевич. Çаплах пуласса шанас килет. Çĕршывăм тăрăх сумлă утăмсемпе утакан «Астăвăм сачĕ» акци çак тĕллеве пурнăçлама пулăшатех.
Эльвира Анисимова
Май 2025 |