НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

65 çул çума-çумăн

Категория: Публикации Опубликовано: 21.04.2025, 10:39 Просмотров: 873

Хумпуç Патăрьел ялĕнче пурăнакан Василий Федоровичпа Вера Андреевна Федотовсем 65 çул пĕрле пурăнаççĕ. Нумай пулмасть вĕсем тимĕр туй ячĕпе ăшă саламсем йышăнчĕç.

Василий Федоровичпа Вера Андреевнăн çулĕ синче йывăрлăх сахал мар пулнă. Иккĕшĕн те ачалăхĕ вăрçă тĕлне лекнĕ. Василий Федорович çемьере асли пулнă, çавна май йывăр ĕç ытларах ун çине тиеннĕ. 10 çулта чухнех лаша плугĕпе ĕçлеме тивнĕ ăна. Ашшĕ-амăшĕ колхозра тăрăшнă.

Çартан таврăнсан Василий Йĕпрес пульницин куç уйрăмĕнче ĕçлекен Верăпа паллашнă. Пĕр-пĕрне кăмăлланă хĕрпе каччă, çемье çавăрнă. Юратупа килĕшÿре сисĕнмесĕрех 65 çул хыçала юлнă. Тимĕр туй ячĕпе мăшăра виçĕ ачи тата мăнукĕ, Йĕпресри ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем, ял-йыш саламланă.

«Çемье юратуран пуçланать. Çак юратăва иккĕн упрамалла. Юрату пулсан чăтăмлăхĕ те, ăнлану та тупăнать, каçарма та сăлтав парать, хисепĕ те унпа пĕрлех çуралать», - теççĕ Василий Федоровичпа Вера Андреевна Федотовсем.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1