НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа

Категория: Публикации Опубликовано: 21.04.2025, 10:29 Просмотров: 948

Йĕпреç муниципалитет округĕн вĕренÿ пайĕ, Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕ, районти «Çĕнтерÿшĕн» хаçат, ача-пăча пултарулăх çурчĕ тата тĕп библиотека чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа кăçал 135 çул çитнине халалласа «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» сăмахлăхпа ÿнер пултарулăхĕн конкурсне ирттерчĕç.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем çакăн пек пулчĕç,

«Чи лайăх сăвă» номинацире 5-8 класра вĕренекенсем хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне Арина Константинова «Манăн çемье» сăвăпа çĕнсе илчĕ (Çăкалăх шкулĕ, вĕрентекенĕ Мария Орлова), 9-11 классенче вĕренекенсем хушшинче Чăваш Тимешри вăтам шкулта пĕлÿ пухакан Светлана Васильева «Çеçпĕлсен туслăхĕ» сăввипе мала тухрĕ (вĕрентекенĕ Надежда Евдокимова), Çăкалăх шкулĕнче пĕлÿ пухакан Анна Артемьева (вĕрентекенĕ Юлия Кошелева) «Çурхи кун» сăввипе призер пулчĕ.

«Чи лайăх калав» номинацире малти вырăна Юлиана Школьникова (Эйпеç, вĕрентекенĕ Луиза Школьникова) «Ют çын» хайлавĕпе тата Пучинкери Евгений Алексеев (вĕрентекенĕ Юлия Иванова) «Канăç кÿмен аса илÿсем» калавĕпе тухрĕç. Антон Яковлев (Пучинке, вĕрентекенĕ Елизавета Михайлова), Марина Иванова (Пучинке, вĕрентекенĕ Светлана Иванова), Кристина Игнатьева (Пучинке, вĕрентекенĕ Елизавета Михайлова), Елена Федорова (Пысăк Упакасси, вĕрентекенĕ Алина Федорова) призерсем пулса тăчĕç.

- «Чи лайăх ÿкерчĕк» номинацире пĕрремĕш вырăна Полина Данилова (Энтриел, вĕрентекенĕ Нина Максимова), София Ракова (Çăкалăх, вĕрентекенĕ Юлия Кошелева), Элиза Андреева (вĕрентекенĕ Надежда Степанова), Анна Афанасьева (Кĕлĕмкасси, вĕрентекенĕ Надежда Степанова), Софья Зиновьева (Йĕпреçри 1-мĕш шкул, вĕрентекенĕ Алина Семенова) тухнă. 2-мĕш вырăна Борис Герасимов  (Çăкалăх, вĕрентекенĕ  Татьяна Авдеева), Анита Павлова (Энтриел, вĕрентекен Мария Анисимова), Ксения Яковлева (Йĕпреçри 1-мĕш шкул, вĕрентекенĕ Алина Семенова) çĕнсе илнĕ. 3-мĕш вырăнта Вячеслав Семенов (Çăкалăх, вĕрентекенĕ Татьяна Авдеева), Александра Андреева (Çăкалăх, вĕрентекенĕ Татьяна Авдеева), Валерия Андреева (Çăкалăх, вĕрентекенĕ Юлия Кошелева), Кирилл Тарасов (Хурамал, вĕрентекенĕ Л. Кузнецова), Виктория Максимова (Эйпеç, вĕрентекенĕ Луиза Школьникова), Марина Гордеева (Кĕлĕмкасси, вĕрентекенĕ Галина Григорьева).

Конкурса хутшăннисене пурне те чĕререн саламлатпăр! Малашне тата та пысăкрах çитĕнÿсем тума сунатпăр!

Йĕркелÿ комитечĕ

Çеçпĕлсен туслăхĕ

Çуркунне çитнине систерсе

Çамрăк çеçпĕл çĕклет, ав, пуçне.

Вăй илет хĕвелтен именсе,

Туртăнать çÿлелле чунĕпе.

Çут çанталăк тусне ĕненсе

Таврана сапалать илемне.

Вăштăр-вăштăр çилпе чÿхенсе

Кунсерен пусарать кăмăлне.

Пирĕн Çеçпĕл килет вăй илсе

Чăваш çĕрĕ çине кĕркунне.

Унăн ячĕ тарать кĕрлесе,

Вăй парасшăн тăван чĕлхене!

Халăхпа пĕр йыша пĕрлешсе

Пĕтересшĕн вăл кив тĕнчене.

Халăхпа пĕр йышпа кĕрешсе

Пуçăнасшăн çĕн кун акине.

Эй, чăваш, çитет халь именме!

Шанчăкпа кĕтмелле çĕн ире.

Эй, чăваш, пăрахар шикленме!

Çирĕп вăй тата туслăх пирте.

Çурхи кун тухакан Çеçпĕле

Ăшăтар вут-кăвар чĕрепе.

Пирĕнпе утакан Çеçпĕле

Тав тăвар кулленхи ĕçсемпе.

Светлана Васильева,

Чăваш Тимеш

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译