2024 çулхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Çирĕклĕ ялĕнче вăрçă хирĕнчи снайперсемпе разведчиксем валли хÿтĕлев пĕркенчĕкĕсем çыхма пикенчĕç. Унччен Йĕпреç тăрăхĕнче çак калама çук кирлĕ хÿтĕлев хатĕрне тăвас текенсем тупăнмарĕç, ыйтакансем вара чылайччĕ. Мĕнле çыхмалла, мĕнрен тумалла; Пĕрремĕш утăмсене аса илсен халĕ кăшт кулас та килет… Вĕрентекен çук.
Вырăссем калашле – «туса пăхса йăнăшас меслетпе»... Паянхи кун Йĕпреçри сеть çыхакан тата гуманитари тиевĕ пуçтаракан центртан салтаксем патне пысăк шутпа ăсанакан «кикимора» ятлă пĕркенчĕк авторĕсем шăпах çирĕклĕсем пулса тăраççĕ те.
Халĕ çак пĕркенчĕксене Эйпеç тата Туçа ялĕсенче çыхаççĕ. Йĕпреçрен ăсатнă «Кикиморăсен» пĕтĕмĕшле шучĕ 400-тен иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Çав шутран 250 пĕркенчĕкĕ – Çирĕклĕрен. Кунта «кикимора» çыхма вĕренес тĕллевпе пирĕнпе кÿршĕллĕ Чĕмпĕр облăçĕнчи волонтерсем те килнĕччĕ, чăваш ялĕнче лайăх пăхнине кура каялла тулли кăмăлпа, çĕнĕ пĕлÿсемпе кайрĕç, киле таврăнсанах ĕçе йĕркелесе ячĕç, халĕ те çыхăну тытсах тăраççĕ.
Ушкăн ертÿçи – Ираида Федотова – ялти клубран кайма та пĕлмест тесен тĕрĕсех пулать. Килти ĕçĕсем кайри ретре тăраççĕ уншăн. «Мирлĕ пурнăç çитсен кил-çурта та, пахчасене те тарпей-илем кĕртĕпĕр, çывăрса та тăранăпăр. Салтаксем чăтнă чухне пирĕн те чăтмалла, чун-чĕрепе вĕсемпе пĕрлех пулмалла», - тет вăл. Ахальтен мар Ираида Федотовăна «Раççей волонтерĕ» медальпе наградăланă. «Тÿпине пурте хываççĕ, пĕччен мар вĕт, пурте пĕрле ĕçлетпĕр», - тет Ираида Васильевна.
Чăннипех, ырми-канми вăй хуракансене ятранах асăнса хăварас килет. Ял старости Алина Максимова, шкул директорĕн çумĕ пулсан та, ялти клуба тытса пыма та, общество пурнăçне йĕркелесе пыма та ĕлкĕрет, ыттисемпе танах пĕркенчĕх çыхма та çÿрет. Çавăн пекех Инна Михайлова, Юлия Иванова, Алина Андреева, Эльвира Анимсимова ĕç хыççăн хăйсен тÿписене хываççĕ. Пĕркенчĕк çыхма тухакансенчен чылайăшĕ тивĕçлĕ канура пулни туллин ĕçлеме май парать: Светлана Ефремова, Вячеслав Петров, Аркадий Иванов, Нина Васильева, Мария Обросова, Алиса Андреева, Елена Данилова, Юлия Анисимова, Ольга Александрова, Нина Иванова, Елена Иванова, Антонина Митрофонова кунран кун ĕçе çÿренĕ пекех клубалла утаççĕ..
«Халăх сурать – кÿлĕ пулать», - тенĕ ваттисем. Ку ĕçре те çаплах. Хÿтĕлев хатĕрĕсем валли материал илме те, гуманитари пулăшăвне пухма та халăх укçа пуçтарать. Ялта пурăнакансемпе пĕрлех хулана тухса кайнисем вăл енчен пулăшу парсах тăраççĕ. Сăмахран, 92-мĕш çул çинче пыракан Мария Ильинична Иванова, çуралса ÿснĕ ялтан чунĕ-чĕрипе паянхи кун та уйрăлманскер, волонтерсемпе тачă çыхăну тытать. Нумаях пулмасть Шупашкарта иртнĕ Йĕпреç ентешлĕхĕн пысăк пухăвĕнче тăван ялтан килнĕ хăнасемпе тĕл пулса хăйĕн çемйи ячĕпе 5 пин укçа парса янă. Ку пулăшу унăн, паллах, пĕрремĕш мар. Ун пек уçă та хĕрÿ чĕреллĕ çынсем Çирĕклĕрен тухнисем хушшинче чылайăн. Апла пулсан пурте пĕрле кар! тăнин усси пулетех. Çĕнтерĕве пĕчĕккĕн çывхартатпăрах!
Хамăр корр.
Август 2026 |
