НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Театр - пирĕн пурнăç»

Категория: Публикации Опубликовано: 11.04.2025, 09:33 Просмотров: 1874

Çак ятпа Пучинкери культура çуртĕнче республика шайĕнчи театрсен фестивалĕн конкурсĕ иртнĕ. Ăна театр искусствине аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă Наталия Шибаева тата Николай Хрисанов паллă ентешсене халалласа йĕркелеççĕ.

Фестивале тăватă театр ушкăнĕ хутшăннă, «Хунав» (Ульяновск хули), Чакаç ялĕн культура çурчĕн артисчĕсем (Канаш МО), «Малтикас» (Хурамал с.) тата Н. Шибаева ячĕллĕ театр коллективĕ (Пучинке с.). Вĕсем хăйсен пултарулăхне сцена çинче туллин уçса панă, курса ларакансене савăнтарнă.

«Хунав» театр ушкăнĕ лартнă спектакль чи лайăх хака тивĕçнĕ, вĕсем фестиваль çĕнтерÿçисем пулса тăнă. Ульяновскран килнĕ артистсем ăста выляни пурин кăмăлне те хускатнă. Иккĕмĕш вырăна Хурамал артисчĕсем тивĕçнĕ. Пучинке тата Чакаç культура çурчĕсенчи театр ăстисем виççĕмĕш вырăн йышăннă.

«Чи лайăх хĕрарăм ролĕ» номинацире Людмила Барковăна, «Чи лайăх арçын ролĕ» номинацире Александр Феоктистова, «Курăнури чи лайăх роль» номинацире Кристина Васильевăна палăртнă.

Анна Евграфова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译