Туçа ялĕнче пурăнакан Вениамин Филипповичпа Клавдия Павловна Ильинсем ырă тĕслĕхлĕ çемьесенчен пĕри. Вĕсем пурнăç çулĕ тăрăх пĕрле утма пуçланăранпа 60 çул та çитсе çывхарчĕ.
Çемье уявне ялти культура çуртĕнче тăвансемпе, ял-йышпа пĕрле хаваслă лару-тăрура ирттернĕ Ильинсем. Хисеплĕ мăшăра бриллиант туйпа Йĕпреç округĕн ЗАГС пайĕн ертÿçи Светлана Козлова саламланă. Мендельсон маршĕпе зала кĕрекен «бриллиант мăшăра» хăнасем алă çупса кĕтсе илнĕ. Вĕсене парнесемпе, ăшă сăмахсемпе савăнтарнă. Клуб ĕçченĕсем илемлĕ юрă-кĕвĕ парнеленĕ.
Клавдия Павловна Канаш тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. Професиллĕ пĕлÿ илнĕ вĕрентекене ĕçлеме Йĕпреç районĕнчи Туçа шкулне янă. Çакăнта, çак ялта хăйĕн пулас мăшăрĕпе паллашнă та çамрăк хĕр. Каçхи улахра ял каччи Вениамин илемлĕ пикене куç хывнă. Пĕр-пĕрин кăмăлне кайнă вĕсем, кунсерен çамрăксен чĕрисенче юрату туйăмĕ вăйланса пынă. Çулталăк пĕрле çÿренĕ хыççăн пĕрлешме шутланă - 1965 çулта ялта çĕнĕ çемье çуралнă.
Ильинсен кил-çуртне виçĕ çĕнĕ кайăк килнĕ. Ачисене ÿстерсе, вĕрентсе, ăшă йăваран вĕçтерсе янăранпа та чылай вăхăт иртнĕ ĕнтĕ. Кашнин хăйĕн пунăçĕ вĕсен. Тĕпренчĕкĕсене, мăнукĕсене тăван килте яланах хаваспа кĕтсе илеççĕ, пурин валли те кил ăшши çителĕклĕ кунта.
Пилĕк мăнукĕпе тата мăнукĕсен икĕ ачипе хĕпĕртеççĕ юбилярсем. «Пирĕн ачамсем те хăйсен телейне тупса ăна упрама пултарччăр», - теççĕ ватăсем мăнукĕсене ырă сунса.
Анна Михайлова
Май 2025 |