НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Сумлă юбилей - турă пилленĕ телей

Категория: Публикации Опубликовано: 11.04.2025, 09:28 Просмотров: 1975

Ака уйăхне пырса кĕрсен Хумри Ишекри Мелания Краснова хăйĕн 90 çулхи юбилейне çемйипе паллă тунă.

Мелания Антоновна çак ялтах çуралса ÿснĕ, çакăнтах ĕмĕрне ирттерет. «Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă» халăх каларăшĕ шăпах ăна пырса тивет тейĕн. ,çчен те сăпайлă чăваш хĕрарăмĕ çемьешĕн çирĕп тĕрек пулнă, мăшăрĕшĕн - шанчăклă тус-юлташ. Шел пулин те, упăшки пурнăçран питĕ ир уйрăлса кайнă, çапах хăйĕн хыççăн çирĕп тымар хăварнă - пилĕк ывăл.

Амăшне çăмăл пулман йышлă ачисене пĕччен пăхса ÿстерме, Мелания Антоновна вара çирĕплĕхĕпе тÿсĕмлĕхне туллин кăтартса панă. Вăл «тĕпренчĕкĕсене» пурне те пĕр пек юратса, ăс-тăнпа кирлĕ пек воспитани парса ÿстерме вăй-хăват çитернĕ, кашниншĕн тĕрев пулма тăрăшнă, тĕрĕс çул кăтартса пынă.

Сумлă юбилей ячĕпе Мелания Красновăна Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов саламлă открыткăпа  парне тата чечек çыххи ярса парса чыс-хисеп тунă, юбиляра ырлăх-сывлăх суннă.

Ĕç ветеранĕ хальхи вăхăтра килĕнче кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать, кунсемпе çĕрсене лăпкă та канлĕ ирттерет,  пĕчĕккĕн кăштăртатса çÿресе кил-тĕрĕшри ĕçсене тăвать. Унăн кил-çурчĕн алăкĕсем яланах уçă, хăнасене хапăл тăваççĕ кунта. Кил хуçине хăйне те уçă кăмăлĕшĕн, пăрчăкан пекех ĕçчен пулнăшăн хисеплет ял-йыш.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5