НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çемье ăшшине упракансем тупăшрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 11.04.2025, 09:26 Просмотров: 1744

Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет хастарĕсен пуçарăвĕпе кăçал регионсен шайĕнче иртекен «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма!» конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ Йĕпреç муниципалитет округĕнчи культура аталанăвĕн центрĕнче апрелĕн 5-мĕшĕнче иртрĕ. Унта Чăваш енĕн ултă муниципалитечĕн ялти чи маттур та пултаруллă чăваш хĕрарăмĕсем тупăшрĕç. 

Кăçал Раççейри çĕршыв хÿтĕлевçин, Чăваш енри çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ пулнăран, конкурса шăпах Тăван çĕршыва хÿтĕлекен паттăрсене тата Пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарă-мĕсен кунне халалларăмăр.

Çивĕч тупăшăва хутшăнма Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчен Татьяна Борцова, Елчĕк енчен Татьяна Сусметова, Йĕпреçрен Оксана Иванова, Çĕрпÿ тăрăхĕнчен Тамара Иванова, Шăмăршă енчен Алефтина Лукианова, Шупашкар муниципалитет округĕнчен Ирина Беспалова хапăл турĕç.

Ăмăртуçă-хĕрарăмсем малтанах улах ларса ал ĕç тума ăста пулнине çирĕплетрĕç, кам çăм арларĕ, кам тĕрлерĕ, тепри ывăлĕ валли нуски е шăтăкла йĕппе илемлĕ кофта çыхрĕ.

Йĕпреç округĕнчи Шăрттан ялĕн «Улах» фольклор ушкăнĕ улах ларас йăла-йĕркене витĕмлĕ кăтартса  пачĕ.

Чăннипех те тĕлĕнтерчĕç тупăшăва хутшăнакансем, чăн-чăн тĕпел хуçисем пулнине кăтартса пачĕç. Кашниех килти хушма хуçалăхра туса илекен пахча-çимĕçрен, аш-какайран, сĕт-тăпăрчран хатĕрленĕ чăваш апат-çимĕçĕн анлă куравĕпе паллаштарчĕ.  Тулли сĕтелсем авăнса тăчĕç. Унта чăвашсен наци апачĕсем шутланакан шăрттанпа хуплу, хур-кăвакалĕ, хуран куклипе ытти тĕрлĕ кукăль, чăкăт тата кăпăклă  сăра, чи кирли – килте пĕçернĕ кăпăшка çăкăр куçа илĕртрĕ. Жюри пайта-шĕсем те вĕсене астивсе пăхнă хыççăн кăмăллă юлчĕç. Чăвашсен ырă йăлине тĕпе хурса, ăмăртуçă-хĕрарăмсене хавхалантарса пыма килнĕ кашни пултаруллă ушкăн жюри пайташĕсене юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ.

Конкурсăн официаллă пайне Йĕпреç муниципалитет округ пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров уçрĕ. +акăн пек пĕлтерĕшлĕ конкурса Йĕпреç тăрăхĕнче ирттерме йышăннăшăн тав турĕ.

Пухăннисене Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев та ăшшăн саламларĕ. Чăвашлăха упрассипе ку тăрăхра тĕллевлĕ ĕçлекенсене ЧНК хисеп хучĕпе чысларĕ.

Черетлĕ тупăшу «Хăйсемпе тата çемйипе, тăван ялпа паллаштарасси» пулчĕ. Пултаруллă ял хĕрарăмĕсем ку енĕпе те маттур пулнине кăтартса пачĕç. Акă, Йĕпреçсен чысне хÿтĕленĕ Оксана Анатольевна мăшăрĕпе пилĕк ачана кун çути парнеленĕ. Сăмах май, вăл хăй те пилĕк ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Йĕпреç енре паллă та чаплă çынсем нумай пулнине, кунта ĕçлеме те, пурăнма та  хăтлă пулнине уçăмлатрĕ. +емье телейĕн вăрттăнлăхне те уçса пачĕ.

Чăваш хĕрарăмĕсем кил ăшшине упрассипе тĕллевлĕ ĕçленине, ачасене воспитани парассине йăла-йĕркепе çыхăнтарса пынине, аттепе анне пилĕпе пурăнакансем чăннипех те çемье телейне тупнине çирĕплетрĕç.

Елчĕкри Татьяна Сусметовăпа ăна пулăшаканĕсем хаяр вăрçă çулĕсенче ял халăхĕ утă çинче ĕçленине кăтартса пачĕç.

Оксана Ивановăпа унăн ушкăнĕ ашшĕ-амăшĕ ывăлне салтака ăсатнин йăли-йĕркипе туллин паллаштарчĕç. Юратнă ывăлне çывăх çыннисем «çÿлти Турăпа çĕр çинчи патшалăха юрăхлă пулма» пиллерĕç.

Çĕрпÿ енĕн пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ Тамара Ниловна та хăйне пулăшаканĕсемпе салтака ăсатнине кăтартрĕç. Анчах та ку тăрăхра хăйне евĕрлĕх упранса юлни палăрчĕ. Ашшĕпе амăшĕ ывăлне çăкăр пуçлаттарса пил сăмахĕсем каланă хыççăн, ывăлĕ вĕсем умне чĕр-куçленсе ларса тав сăмахĕсем каларĕ.

Шăмăршăсем салтак юрри юрлассипе чăннипех те палăрчĕç, маттурсем! Алефтина Лукиановăпа мăшăрĕ ывăлне салтака тухса каяс умĕн пăтă çитерчĕç, «сĕт çулĕпе кайса, çу çулĕпе килме» пиллерĕç.

Шупашкар тăрăхĕсем,  Ирина Беспаловăпа ăна хавхалантаракан ушкăн, Мăнкун йăли-йĕркипе паллаштарчĕç. Хĕретнĕ  çăмартасемпе вăйă та йĕркелерĕç.Чи малтан хăнана пыракана пукан çине минтер хурса лартрĕç, чăххисем çăмартине ялан пĕр йăвана туччăр, терĕç.

 «Хĕрарăм пултарулăхĕ» тупăшу та çÿллĕ шайра иртрĕ. Чăваш хĕрарăмĕсем ал ăстисем, тĕпел хуçисем пулнине, халăхăмăр йăли-йĕркине пĕлнине, юрă-ташăра та пултаруллă пулнине çирĕплетрĕç. «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕсен пуçарă-вĕпе ирттерекен регионсен шайĕнчи конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ чăн-чăн уяв пулса тăчĕ. Жюри пайташĕсем, конкурс участникĕсен пултарулăхне тишкернĕ май, улттăшне те пĕтĕмлетÿ конкурсне хутшăнма ирĕк панине пĕлтерчĕç. Ăмăртуçă-хĕрарăмсене тав туса конкурса хутшăннăшăн  ятарлă дипломсемпе чысларĕç. Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕн асăнмалăх парнисемпе чечек çыххисем чăннипех те илемпе пултарулăх тупăшăвне хутшăнакансене малашлăха çул уçма  хăват паракан туйăм парнелерĕç.

Йĕркелÿ комитечĕ Татьяна Борцовăна, Татьяна Сусметовăна, Оксана Ивановăна, Тамара Ивановăна, Алефтина Лукиановăна тата Ирина Беспаловăна конкурса хутшăнма тĕплĕн тата тĕллевлĕ хатĕрленнĕшĕн, çемйисене çак ĕçе явăçтарнăшăн, чăвашлăх туйăмне кашни куракан чунĕнче вăратма витĕм кÿнĕшĕн тав тăвать. Конкурс программине пуянлатнăшăн, ун шайне ÿстерме пулăшнăшăн Сĕнтĕрвăрри, Елчĕк, Йĕпреç, +ĕрпÿÿ, Шăмăршă, Шупашкар округĕсен пултаруллăх ушкăнĕсене тата вĕсен ертÿçисене хисеплесе тав сăмахĕсем калать.

 Йĕпреç муниципалитет округĕн ертÿçине Игорь Семенова, культура аталанăвĕн Центрĕн директоне Андрей Петрова, ЧНК  вырăнти уйрăмĕн председательне Людмила Клементьевăна тата ку тăрăхри культура ĕçченĕсене пурне те тав тăватпăр. Конкурса ăнçлă  ертсе пынăшăн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташне Ирина Шумихинăна пуç тайсах ăшă сăмахсем калатпăр.

Чăвашлăх туйăмĕ пирте ан иксĕлтĕр. Чыс та мухтав ялти чăваш хĕрарăмĕсене!

 Юлия Мареева,

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译